Хăмла ĕрчетĕпĕр, укçаллă пулăпăр...
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕ ĕлĕкрех анлă сарăлнă, унтан пачах та манăçнă культурăна _ хăмла ĕрчетессине _ каялла тавăрма шутлать. Паллах, тỹрех мар: 2030-çул тĕлне хăмлана 60 гектара çитерме тĕллев лартнă. Çак пысăк ĕç валли 250 миллион тенкĕ укçа кирлĕ тесе шутлаççĕ. Хăмла ĕрчетни округа тупăш кỹрессе шанаççĕ: çынсем ĕçленине эпир ĕçлеме пултараймăпăр-и?