«Хăюллинчен пуля та хăрать, хăюллине штык та витмест!»
ВЫРĂС çарĕн чаплă полководецĕ Александр Суворов каланă çак сăмах паянхи çамрăксемшĕн те тĕслĕх пулса тăрать. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи шкулсенче çитĕнекен ăрăва хĕç-пăшал тытăмĕпе тата унпа усă курассин вăрттăнлăхĕпе паллаштарма тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче Шупашкарта _ Раççей ДОСАФĕн республикăри стрелокпа спорт клубĕнче _ призывчченхи çамрăксем хушшинче пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту иртнĕ. Унта 45 команда хутшăннă. Çамрăксем АК-74 автоматран ура çинче тата выртса пенĕ.
Ăмăрту кăтартăвне пĕтĕмлетсен, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Паттăрлăх» çарпа патриотизм клубĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртнă. «Юнармия» отделенийĕсем хушшинче çак шкул спортсменĕсем кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.