Йăнăш утăм тăвар мар
«ХĔРАРĂМА чечек парнелĕр...» статьяри («Шурăмпуç» кăларăм, 2025-çулхи январĕн 24-мĕшĕ) шухăшпа пĕтĕмпех килĕшетĕп. Юратăва упрама пĕлмесен, кайран куççуль юхтарма та тивĕ. Зоя та хăйне пĕр каччă юратса пăрахнине асăрхаман пек пулнă, çамрăк çын чĕрине ахалех çунтарнă. Лешĕ: «Пăхман хĕвеле пăхтараймăн», _ тесе, урăх хĕрпе паллашса çемье çавăрнă.
«Эпĕ вара _ качча каймасăрах ăнсăртран тĕл пулнă арçынран ача çуратнăскер _ именчĕк те хытанка арçын ача парнеленĕ чечек çыххине аса илетĕп те капланса килнĕ куççуле чараймастăп...» _ çырать Зоя.
Шеллетĕп те эпĕ сана, Зоя, çав вăхăтрах ятлатăп та. Ваттисем: «Тиркекене _ тирĕк тĕпĕ», _ тесе каланине мĕншĕн асра тытман эсĕ?
АЛИНА.