Кỹршĕсем патĕнчен те _ медальпе
ШĂМĂРШĂ ачисем _ пысăк юхан шыв хĕрринче пурăнмаççĕ пулин те _ шывра пулă пек ишеççĕ. «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕ ăста спортсменсем хатĕрлес тĕлĕшпе чапа тухнă.
Февралĕн 28-мĕшĕнче пирĕн çамрăк ишевçĕсем Тутар- станри Кайпăç районĕнчи «Салават купере» спорт комплексĕнче ăмăртнă. Кунта Тутарстанри Кайпăçпа Пăва районĕсенчи тата Шăмăршă округĕнчи спортсменсем вăй виçнĕ.
Тĕрлĕ дистанцире «Туслăх» спорт шкулĕн командинчи Рияз Хамдеев, Степан Паймин, Дмитрий Якушов, Дарина Романова, Валерия Юманова, Виктория Александрова, Рушания Хамдеева, Макар Бутанов, Владислав Юманов пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене медальпе тата Грамотăпа чысланă.
А.ПАЙМИНА.