Мартăн 8-мĕшĕ _ Хĕле ăсатмалли уяв
МАРТĂН 8-мĕшĕнче Шăмăршăри тĕп лапамра Хĕле ăсатмалли уяв иртет. Ирпе 10 сехетре пуçланать.
Сире хаваслă вăйă-кулă, юрă-ташă, чуна çĕклентерекен спорт ăмăртăвĕ кĕтет. Вĕри чейпе, тутлă пĕлĕмпе хăналанăпăр, шашлăк шăрши уяв тараватлăхне тата та ỹстерĕ. Ăсатар-ха пĕрле сив Хĕле _ кĕтсе илер хавас Çуркуннене!
ОРГКОМИТЕТ