Мĕнле халсем, чукалсем?

ВИÇĔ яла _ Çĕнĕ Чукал, Вырăс Чукал тата Улмаллă ялĕсене пĕрлештерет Чукал ял территорийĕн уйрăмĕ. 2025- çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 566 çын пурăннине шута илнĕ. Виçĕ ялĕнче те çамрăксем сахал, ытларах пенсио- нерсем ял хавалне тытса пыраççĕ.

_ 2024-çулта пĕр ача çуралнă, виçĕм çул та пĕр пепке çеç çут тĕнчене килнĕччĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ сăлтавпа тăхăр çын пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ, _ терĕ çулталăкри ĕçсем çинчен хатĕрленĕ отчетлă докладра ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне туса пыракан Наталия Храмова.

Наталия Николаевна виçĕ ялĕпе пĕр туй çеç кĕрленине те асăнса хăварчĕ. Пĕр çемье арканнă.

«Демографи _ çăпата кантри пекех: хытăрах туртсан, татăлма та пултарать», _ тенĕччĕ пĕр юлташ. Те хытăрах «туртрăмăр» _ ялсем çултан çулах ватăлса пыраççĕ. Ял территори уйрăмĕнче 4 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет, харпăр- хăй ĕçне йĕркеленисем те пур. 2024-çулта вĕсем 132,3 тонна _ аш, 728,5 тонна сĕт туса илнĕ, ял хуçалăхĕн ытти продукцине те хатĕрленĕ.

Çав вăхăтрах килти хуçалăхра выльăх усракансен йышĕ чакнăçем чакать. 2023-çулта виçĕ ялĕпе 236 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра _ 134 пуç сăвăнакан ĕне) усранă. 2024-çулта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 202 пуç çеç тăрса юлнă.

Выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар пулин те, уйрăм çынсем икĕ-виçĕ пуç ĕне тытма ỹркенмеççĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) икĕ çын пĕлтĕр ĕне туянма патшалăхран 140 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Тата икĕ çынна ял хуçалăх техники илме патшалăх 276 652 тенкĕ парса пулăшнă.

Ял халăхĕ _ ĕçчен, вăрманта вутă, кăмпа-çырла, милĕк хатĕрлесе те тупăштарать. 13 уйрăм предприниматель ял хуçалăхĕнче тата суту-илỹре вăй хурать.

2024-çулта _ пуçару бюджечĕпе усă курса _ 7159,05 пин тенкĕлĕх 4 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнĕ Чукалти Маяковский, Первомайская, Советская, Мир урамĕсенчи тата Кувайский пăралукри, Улмаллăри Пролетарская урамри çула юсаса тухнă.

2025-çулта 7234, 286 пин тенкĕлĕх виçĕ проекта пурнăçлама йышăннă. Вĕсем çаксем: Улмаллă ялĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли шыв емкоçĕ вырнаçтармалла, Çĕнĕ Чукалти Ленин урамне тирпей-илем кĕртмелле, Чукал çырми урлă хывнă кĕпере тата ун патне пыракан çула юсамалла.

Отчетлă пуху ĕçне муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата округри тĕрлĕ ведомствăсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Сергей Авенирович ял территори уйрăмĕнче пурăнакансене ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕ панăшăн чĕререн тав турĕ.

Ял территори уйрăмĕн отчетлă тапхăрти ĕçне хак панă май, Сергей Галкин хăш-пĕр ỹсĕмпе пĕрлех туса çитереймен ĕç те чылай пулнине палăртрĕ. 2025-çулта тата та тăрăшарах ĕçлемелле, вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсех пымалла. Ялсене тирпей-илем кĕртес, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетес тĕлĕшпе пĕр тĕллевпе вăй хумалла.

И.МИХАЙЛОВ.



07 марта 2025
11:03
Поделиться