Олег Николаев аталану Центрне уçнă

МАРТĂН 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти «Волга» ФСК çумĕнче йĕркеленĕ Олимп резервĕсен Е.Н.Николаева ячĕллĕ спорт шкулĕнче ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен иртерех аталантармалли Центра савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă.

Çак Центра уçасси пирки Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура асăннăччĕ. Центрта 5 çултан пуçласа 12 çула çитичченхи ачасемпе хамăр çĕр-шывра туса кăларнă «Чемпион пул» аппарат программин комплексĕнче тестировани ирттерĕç, çакă вĕсене спортăн тĕрлĕ енне суйласа илсе аталанма пулăшĕ.



07 марта 2025
14:44
Поделиться