Сунар инспекторĕсем канашланă

ÇУРКУННЕ ХИ сунар сезонне уçма хатĕрленнĕ май, мартăн 3-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн админи- страцийĕнче Улатăр, Патăрьел, Елчĕк тата Шăмăршă округĕсенчи сунар инспекторĕсен канашлăвĕ иртнĕ, унта хир сыснисен Африка чуминчен сыхланас ыйтăва сỹтсе явнă. Канашлу ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин начальникĕ Алексей Семенов тата республикăри чĕр чун тĕнчине хỹтĕлекен тата сунар ĕçне йĕркелекен хысна учрежденийĕн директорĕ Федор Андреев хутшăннă.



07 марта 2025
11:01
Поделиться