СВО паттăрне ĕмĕр асăнмалăх

ИРТНĔ эрнере Хĕрлĕ Васан паççулккинче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Мухтав орденĕн кавалерĕ Анатолий Петров рядовой пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçрĕç. Митинга хутшăнакансем Анатолий Петрович çынчен ырă сăмахпа аса илчĕç, унăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ тăван ялшăн хаклă пулнине палăртрĕç. Асăну хăми çумне чĕрĕ чечексем хучĕç.



07 марта 2025
11:01
Поделиться