Çулталăка Çĕнтерĕве халаллатпăр

Çулталăка Çĕнтерĕве халаллатпăр

РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔ Владимир Путин 2025-çула Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пекех çулталăка Çĕнтерỹпе патриотизма та халаллама чĕнсе каларĕ. Çак икĕ сĕнĕве те халăх чунтан ырласа йышăнчĕ, мĕншĕн тесен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитни те, çарпа патриотизм ĕçне вăйлăлатас ыйту та çĕр-шыв пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Февралĕн 6-мĕшĕнче _ Шупашкарта, çав уйăхăн 28-мĕшĕнче Шăмăршăра чаплă лару-тăрура Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕпе Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне уçрĕç.

...ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕ çак кун çарпа патриотизм центрне аса илтерчĕ. Çакна çар тумĕллĕ отставкăри офицерсем, СВО участникĕсемпе çамрăк армеецсем, тыл ветеранĕсем йышлă пулни те çирĕплетет. Кăкăр çинчи орденпа медаль çеç мар, паттăрсен кулли-калаçăвĕ те Çĕнтерỹ çулталăкĕ чун-чĕрене савăнтарнине кăтартать.

Фойере Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе тематика выставкине йĕркелени те шкул коллективĕсем çарпа патриотизм воспитанийĕн ĕçне анлă сарса янине палăртать. Уява килнисем валли маскировка сетки çыхма вĕрентекен мастер-класс йĕркелени те, СВОра çапăçакан салтак патне çыру çырмалли пункт уçни те фронтпа тыл пĕрлĕхне сăнласа парать.Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕпе Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне саламлă сăмах каласа округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова уçрĕ. Светлана Владимировна тыл ветеранĕсене, вăрçă ачисене тата ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксене чĕререн тав турĕ, залра ларакан кашни çынна Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарни çĕр-шыври чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Çамрăк армеецсем зала Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Çĕнтерỹ ялавĕсене йăтса кĕнине пурте ура çине тăрса хисеп турĕç. Чун-чĕрене хумхантарса Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăрарĕç. Чаплă лару-тăрура тыл ветеранĕсемпе хăйсен ырă ĕçĕпе СВОна пулăшакан хастар çынсене Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Тав çырăвне Гузелия Афиятуллова (Палтиел), Гюзель Альда (Патирек), Фаина Андронова (Пуянкасси), Ирина Воробьева (Анат Чаткас), Алла Кузнецова (Васан), Виктор Кувайский (Кивĕ Чукал), Екатерина Малова (Виçпỹрт Шăмăршă), Ирина Муллина (Виçпỹрт Шăмăршă), Людмила Нефедова (Çĕнĕ Чукал), Лариса Саймуллова (Васан), Николай Чамеев (Кивĕ Чукал) тата Людмила Федотова (Пуянкасси) тивĕçрĕç.

Пухăннисене СВО участникĕ, «За отвагу» медаль кавалерĕ Алексей Паймин саламланине те залри халăх хыттăн алă çупса йышăнчĕ. Алексей çамрăксене Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма, ăна хỹтĕлемешкĕн яланах хатĕр тăма чĕнсе каларĕ.

Çамрăк ăрупа эпир тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Вĕренỹри тата спортри, общество ĕçĕнчи чи маттур 7 çамрăка 2025-çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тỹлесе тăрĕç. Савăнăçлă мероприятире вĕсене алă çупса саламларĕç.

Округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ çулталăка уçма, чăннипехте, чаплă программа хатĕрленĕ. Сценари авторĕсем _ Татьяна Давыдова, Валентина Кузьмина тата Сергей Кудряшов. Шăмăршăри «Фламинго» ташă ансамблĕ, Кивĕ Чукал Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ, Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕ, «Антонина» халăх ташă коллективĕ тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ ытти артист уява нумайлăха асра юлмалла турĕç. Номер хыççăн номер ылмашăнчĕ, уйрăмах хумхануллă самант куракансен куçĕнче куççуль кăларчĕ.

Мĕнле лăпкă чунпа пăхăн-ха вăрçа ăсатнă ỹкерчĕке? Кивĕ Чукал артисчĕсем çак сценкăна чăн пурнăçри пек сăнласа пачĕç.

«Мĕн чухлĕ çынна туртса илчĕ, йывăр амантса хăварчĕ çак ылханлă вăрçă. Паянхи кун та кашни çын чĕрине капланаççĕ унăн ванчăкĕсем. Шел пулин те, ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Вĕсен ячĕсем халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç. Мир _ пурнăçа! Вилĕм _ вăрçа!» _ çакăн пек чуна хумхантаракан сăмах каласа вĕçлерĕç сцена çинчи хăйсен номерне кивчукалсем.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн юрăçи Елена Муравьева та шăнкăрав пек усă сассипе çутă та илемлĕ пурнăçа савса юрă парнелерĕ. Шăмăршă çамрăкĕ Сергей Кудряшов «За Донбасс» юрра кашнин чĕрине витермелле шăрантарчĕ. Çак юрра унпа пĕрле СВОран отпуска килнĕ паттăрсем те ĕнĕрлерĕç. Вĕсем хăйсен çапăçури юлташĕсене, тăшман çине атакăна ыткăннине, вăрçăра туслăхпа юлташлăх тĕп вăй пулса тăнине аса илчĕç пулĕ.

«Çĕнтерỹ инçе мар, инçе мар _ ăна çывхартма пулăшар!» _ залра янăранă çулăмлă сăвă йĕркисем СВО участникĕсене çеç мар, кашни çыннах пырса тивеççĕ. Юрий Левитан дикторăн аслати пек хăватлă сасси залри халăха çĕр-шыв шăпишĕн ырми-канми тăрăшма тепĕр хут аса илтерчĕ: «Враг будет разбит, Победа будет за нами!»

Ив.САЛАНДАЕВ. 

 

 



07 марта 2025
14:38
Поделиться