Усрав ача
ЯЛТИ çуллахи ир. Ĕне мĕкĕрни, чăхсем савăнăçлăн кăтиклени илтĕнет. Аля газ плити умĕнче ăшталанать, килти арçынсем валли апат хатĕрлет. Мăшăрĕ _ Коля _ картишĕнче тăрăшать, ĕнине шăварать тата чăхсене тырă сапса парать. Улттăри Çеруш пỹрте пĕр пĕчĕк витре çăмарта йăтса кĕчĕ. Хăй çав тери хаваслă:
_ Анне, пăх-ха, мĕн чухлĕ çăмарта! Аттепе иксĕмĕр пуçтартăмăр!
_ Маттурсем! _ мухтарĕ амăшĕ. _ Аçуна кала, апат хатĕр. Тетỹне те пĕлтер _ улма пăттине сивĕниччен çийĕр!
Çеруш витрине кухня урайне лартрĕ те верандăри диван çинче кĕнеке вуласа выртакан тетĕшне апата чĕнчĕ. Унтан ашшĕне те систерчĕ.
Акă çемье сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ. Кил хуçи мăшăрĕпе ачисем çине ытараймасăр пăхать. Коля _ телейлĕ. Вун икĕ çул пĕрле пурăнса та арăмĕпе харкашса курман, мăшăрне те, ачисене те шутсăр юратать. Аля та мăшăрне çав тери килĕштерет, хăйне телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать.
Сасартăк шăплăха сирсе тулта такам нăйăлтатнă сасă илтĕнчĕ. Аля çакна илтрĕ те, мăшăрĕ çине ыйтуллăн тăхса илчĕ. Лешĕ те, нимĕн те ăнланмасăр, хул пуççине çеç сиктеркелерĕ.
_ Такам кушак çури килсе пăрахрĕ-ши? _ тинех çăвар уçрĕ Аля. _ Кусен ачисем пур, кушака юратаççĕ терĕç пуль. Кушакĕ хамăрăн та иккĕ тан вĕт-ха!
Коля сĕтел хушшинчен тухрĕ те урам енчи крыльца патнелле çул тытрĕ. Часах вăл çỹхе утиялпа чĕркенĕ пепке йăтса кĕчĕ. Чĕчĕ ачи пĕр чарăнми йĕрет, ахăртнех, хырăмĕ питех те выçса çитнĕ пулмалла.
Аля упăшки çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Ывăлĕсем те ашшĕ патне васкарĕç.
_ Мĕнле ача? Кам ачи? _ çине-çинех ыйтрĕ Аля. Коля ним калама та пĕлмерĕ.
_ Санăн ачу ĕнтĕ! Çамрăк еркĕнỹ çуратнă та санран _ алăк умне кỹрсе пăрахнă! _ тарăхсах сăмахларĕ Аля.
_ Манăн ютра нимĕнле ача та пулма пултараймасть! _ хытах каларĕ упăшки. _ Сансăр пуçне, манăн урăх никам та çук тата нихăçан та пулман!
Хытă çилленчĕ пулин те, Аля пепкене хăйĕн аллине илчĕ. Арçын ача. Пĕрер уйăхрискер, хитрескер, кăн-кăвак куçлăскер...
Хĕрарăм ĕне сĕтне ăшăтса пĕчĕк кĕленчене тултарчĕ те çамрăк пăрăва ĕçтерекен соскăпа ачана çитерме тытăнчĕ. Пепке, соскăна çăварне чиксенех, антăха-антăха сĕт ĕçме тытăнчĕ.
Çисе тăраннă ачана спальнăри кровать çине вырттарчĕç. Коля тумланса ял тер- ритори уйрăмне _ ача çинчен пĕлтерме _ тухса утрĕ. Çула май полицин участокри инспекторне те хыпарларĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ _ пỹрт çынпа тулса ларчĕ. Влаçрисем çеç мар, кỹрши- арши те, ялти çынсем те килчĕç ача курма. Пĕри те ачана кам пăрахса хăварнине пĕлмест. Ивановсен çурчĕ _ ял хĕрринчех, çавăнпах куракан-тăвакан та пулман иккен.
Ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Петр Иванович та, полици инспекторĕ Владимир Кириллович та ачана хальлĕхе килтех хăварма ыйтрĕç, тунтикун çак çивĕч ыйтăва округ центрĕнче татса пама шантарчĕç.
«Тунтикунччен» тени пĕр эрнене тăсăлчĕ, ача амăшĕ çав-çавах тупăнмарĕ. Аля упăшки хăйне улталаманнине, килсе пăрахнă ача пачах та ют пулнине ĕненмепуçларĕ.
_ Коля! _ терĕ вăл каçхине çывăрма выртнă чух мăшăрне. _ Атя тупăннă пепкене хамăр усрама илетпĕр! Ывăлăмăрсемшĕн шăллĕ пулать. Ăçта икĕ ача, унта виççĕмĕш валли те вырăн пур!
Ун сăмахне илтсен Коля йăл! кулса илчĕ те арăмне тутинчен чуп турĕ.
_ Килĕшетĕт! _ чунтан савăнса калаçрĕ Коля. _ Ыранах округ центрне кайса кирлĕ хутсене йĕркелетпĕр!
...ИВАНОВСЕМ ача усрама илнине округ центрĕнче те хапăл тусах ырларĕç. Çапла Кольăпа Аля нумай ачаллă çемье пулса тăчĕç. Аслă ывăлĕсем хăйсен кĕçĕн шăллĕне алран ямасăр йăтса çỹреççĕ, кил-çурт, унчченхи пекех, телей хĕвелĕпе çиçсе-ялтăраса тăрать.
Е.ЖОЛОБОВА.