Василий Павлов: «Тырă ỹстеретĕп, пулă ĕрчететĕп»

КАÇХИНЕ аванах шăнтать пулин те, кăнтăрла енне куçа йăмăхтарса хĕвел пăхать, çуртсен çивиттийĕ çинчен тумла шăпăртатать. Ĕнтĕ хĕл иртсе пырать тесе калама та юрать: умра _ çуркунне.
Фермер хуçалăхĕсем халĕ васкасах çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. Техникăна тата вăрлăх хуçалăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухаççĕ, кăçал хăш культурăна акмаллине палăртаççĕ.
Округ центрĕнчен чăн аякра вырнаçнă Хĕрлĕ Васан паççулккинче те тимĕре шакканă сасă илтĕнет. Василий Павлов фермер сỹре шăлĕсене тỹрлетет, васкамасăр, тирпейлĕ ĕçлет.
_ «Васкакан вакка сикнĕ», _ тетчĕ асатте, _ йăл кулса калаçрĕ манпа Василий Николаевич. _ Техника хатĕр, вак-тĕвек ĕç тумалли çеç юлчĕ.
Фермерăн техника картишĕнче икĕ МТЗ-82, пĕр Т-150 трактор халь-халь тапранма хатĕр тăрать, урата çинчи сеялкăсемпе культиваторсене те кĕркуннех юсанă. Чăнах та, тракторсем кивелсе çитнĕ, фермер кăçал çĕннине туянма ĕмĕтленет. Патшалăх пулăшăвĕ çине шанать.
_ Минерал удобренийĕ тата топливо çитеççĕ-и? _ ыйтатăп çĕр хуçинчен.
_ 35 тонна удобрени туянтăм, 20 тонна солярка хатĕрлесе хутăм. Топливо çур аки валли çеç мар, вырмаччен ĕçлеме те çитет. Минерал удобренийĕ тата кăштах туянма шутлатăп, _ хуравларĕ фермер.
650 гектар çĕрпе усă курать Василий Павлов. 100 гектар çинчи кĕрхи тулă лайăх хĕл каçасса шанать. 50гектар люцерна та юр айĕнчен чиперех тухать.
_ 150 гектар _ çурхи тулă, 150 гектар урпа акатăп, _ терĕ фермер. _ Ытти лаптăка веçех хĕвел çаврăнăш йышăнĕ. Тĕш-тырă вăрлăхĕ _ лайăх пахалăхлă, сорчĕ те çĕнĕ. Хĕвел çаврăнăш вăрлăхĕ туянасси пирки калаçса татăлтăм, çывăх кунсенче турттарса килетĕп.
Василий Павловăн тепĕр юратнă ĕçĕ _ пулă ĕрчетесси. Хĕрлĕ Васан паççулкки çумĕнчи ятсăр çырмана пỹлсе самаях пысăк пĕве тунă, унта пулă лĕкки (мальки) янă. Пулă аванах ỹснĕ ĕнтĕ, фермер пĕвене витри-витрипе тырă пăрахсах тăрать. Хĕл ларнăранпа _ пăр айĕнче пулă пăчăхса вилесрен _ вакă касать.
_ Кăçал тепĕр пĕве пĕвелеме шухăшлатăп, унта осетр (паха йышши шултра пулă) ĕрчететĕп, _ савăнсах калаçрĕ Василий Павлов. _ Малашне пулă тытма ман патăма килĕр!
Мĕнех, пырса курма тăрăшăпăр. Пулă ĕрчетекен фермерсем Шăмăршă округĕнче çукпа пĕрех, Василий Павлова, чăннипех те, мухтамалла. Ун пек кадрсем ытларах пулсан, ял хуçалăхĕ те çамрăксемшĕн илĕртỹллĕрех пулĕччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.