Вут-кăвар: инкек, куççуль, вилĕм...

ÇАК хăрушă хыпар кашни çын чĕринех ыраттарать ĕнтĕ. «Пушарта икĕ ача вилнĕ», _ вулатпăр Чăваш халăх сайтĕнче. Вут- кăвар февралĕн 16-мĕшĕнче çĕрле тухнă. Атрать паççулккинчи йывăç пỹртре инкек вăхăтĕнче икĕ тата виçĕ çулхи ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пулнă. Çунакан пỹртрен аслисем тухма пултарнă. Пиçсе кайнăскерсене Улатăр больницине ăсатнă. Ачасем вара вутра çунса вилнĕ.

Инкек пулнă вырăна Шупашкартан следовательсем килсе çитнĕ. Вĕсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ. Хăрушă инкек пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Чуна çỹçентерекен тепĕр хыпар: февралĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи Хурăнлăх ялĕнче çур çĕр иртни 2 сехетре пушар тухнă. Çурт-хуралтă çунса кĕлленнĕ. Тăкак виçи 5 миллион тенкĕрен иртнĕ.

Следовательсем çурта çын чĕртсе янине тупса палăртнă. Ку ирсĕр ĕçе унччен судпа айăпланнă икĕ арçын тунă тесе шутлаççĕ. 29 çулхи арçын унччен кил хуçин хĕрĕпе туслă пулнă иккен, иккĕш уйрăлса кайсан тавăрма шутланă. Виççĕмĕш хыпар та пушарпа çыхăннă: Канаш хулинче йывăç çурт çунса кайнă. Хуçалăхра 60 кролик тата 250 путене пулнă _ вĕсене çăлайман. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 137 пушар пулнă, вĕсенче 7 çын çунса вилнĕ.

Граждансем! Вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулăр! Ача-пăчана шăрпăк патне ан пыртарăр, электроприборсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пурнăçлăр. Мунча хутнă вăхăтра асăрхануллă пулмаллине те асра тытăр. Енчен те вут-çулăм тухнине асăрхасан çăлав службине _ «01», кĕсье теле- фонĕпе _ «101», «112» номерсемпе шăнкăравлама васкăр.

М.ИЛЬИН, округри пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслекен тата профилактика ĕçĕн пай начальникĕ.



07 марта 2025
11:57
Поделиться