Александр Антонов : «Хăвăртрах çар тумне хывса ахаль çи-пуç тăхăнас килет...»

Пирĕн корреспондент ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕ Александр Антоновпа _ Пуянкасси çамрăкĕпе _ тĕл пулнă, унпа СВОри лару-тăру пирки калаçнă. Вулакансене çак калаçу содержанийĕпе паллашма сĕнетпĕр.

_ Сывлăх сунатăп Сире, Мир салтакĕ! Хамăр хỹтĕлевçе тăван кĕтесе таврăннă ятпа алă тытсах саламлас-ха (А.Антонов аллине чăмăртать).

_ Сире те сывлăх сунатăп! Тулĕк веçех таврăнман-ха эпĕ, отпуска çеç. Хăвăртрах çар тумне хывса ахаль çи-пуç тăхăнас килет. Мирлĕĕçе кỹлĕнĕттĕм вара...

_ Пурте çакна кĕтетпĕр. Ăнланатпăр, виçĕ çул хушшинче ку вăрçă фронтри салтаксене ывăнтарсах çитерчĕ ĕнтĕ... Ай, Сирĕн кăкăр çинче _ наградăсем! «СВО ветеранне» медаль, ку вара... Çветтуй Георги Хĕресĕн 4-степень палли! Эсир _ чăн-чăн паттăр! Мĕншĕн панă-ха Сире Çветтуй Георги орденĕн паллине?

_ Ытлашши ан мухтăр-ха. СВОри кашни салтак _ хăйне евĕр паттăр. Кашнин хăйĕн _ ĕçĕ, тивĕçĕ. Эпĕ Çветтуй Георги орденĕн паллине кăткăс задание ăнăçлă пурнăçланăшăн тивĕçрĕм.

_ Саламлатпăр.

_Тавах.

_ Александр Николаевич, Эсир ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе лекнĕ, çапла-и?

_ Çапла. 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче хамăр округри ентешсемпе пĕрле мана та мобилизацилерĕç. Малтан Ульяновск облаçĕнче çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухрăмăр. Унтан Запорожье тăрăхне ăсатрĕç пире. Хамăр округ çамрăкĕсемпе пĕрле оборонăра _ тăшман позицийĕнчен 8 çухрăмра _ тăратăп. Пире шыв управĕ уйăрса тăрать. Пуян- касси ачисем _ Степан Захаровпа Николай Волков _ манпа юнашарах. Пирĕн задача: хамăр тăракан вырăнтан пĕр чĕрĕ чуна та, пĕр техникăна та малалла ирттерсе ямалла мар. Лару- тăру хĕрсе çитнĕ май халĕ вĕсене, пĕр асăрхаттармасăрах, тĕп тума приказ пачĕç. Эпир иккĕн сăнав пунктĕнче тăратпăр: виçшер ( хăш чухне _ ултшар) сехет урлă улшăнса тăратпăр. Раци пире пĕр-пĕринпе хăвăрт çыхăнма май парать. Командировкăра та пулатпăр, çапăçу пыракан вырăнтан 2-2,5 çухрăмра та пулса курнă.

_ Дронсем, минăсем _ хальхи вăрçăн тĕп хĕç-пăшалĕ. Тăшманăн «вĕçен кайăкне» персе антарасси уйрăмах кăткăс, яваплă...

_ Çапла. Дрона пĕччен персе антарма питĕ хĕн. Икшерĕн-виçшерĕн персен тĕл лектерме çăмăлрах.

_ Пурăнмалли условисем епле- рех?

_ Йĕркеллех. Çĕр пỹртре пурăнма хăнăхрăмăр, блиндажа хăтлăлатрăмăр. Апат хатĕрлетпĕр, выртса канатпăр, хамăр тунă «мунчара» çăвăнса тасалатпăр. Кирек хăçан та кĕтмен лару-тăрăва сирме хатĕр тăратпăр. Кăшлакан чĕр чунсене _ шăши-йĕке хỹрене _ 6 кушак хăратать; кĕтмен «хăнасенчен» йытă хỹтĕлет, ют çынна тỹрех туять вăл. Тăватă ураллă туссене хамăртан хăвармастпăр, вĕсем _ пирĕн çемье-çке!

_ Гуманитари пулăшăвĕ Сирĕн патăра çитет-и?

_ Çитет. Кам тăван килĕнче отпускра пулать _ унран ял-йыш маскировка сетки, нумай вăхăт упранакан апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем парса ярать. Паллах, çуралнă кĕтесрен гуманитари япалисене илни _ калама çук пысăк савăнăç тата вырăнлă пулăшу. Меллĕ самантпа усă курса, ентешсене хамран тата юлташăмсен ятĕнчен чĕререн тав тăватăп. Тыл фронта пулăшни _ çур Çĕнтерỹ!

_ Александр Николаевич, Эсир _ хỹтĕлевçĕ. Кама тĕслĕх вырăнне хуратăр?

_ Манăн тăван тетем _ ĕмĕтри сăнарăм. Вăл Раççейĕн сахал йышлă çар ушкăнĕнче тăрать. Тетем пекех хăюллă, чăтăмлă, паттăр пулас килет. Вăй çитнĕ таран ун пек пулма тăрăшатăп.

_ Мĕнле çемьере çитĕннĕ пирĕн Александр Николаевич, мирлĕ вăхăтра ăçта ĕçленĕ Эсир?

_ Пуянкассинчи Антоновсен ĕçчен те туслă кил-йышĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Çут тĕнчене 1988-çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче килнĕ. Аттем _ Николай Григорьевич _ «Правда» колхозăн малта пыракан тракторисчĕ тата комбайнерĕ пулнă. Газооператорта та ĕçленĕ вăл. Питĕ шел, пирĕн хушăмăрта çук халĕ... Аннем _ Лидия Павловна _ «Правдăн» уй-хир бригадинче тар тăкнă. Пилĕк ачаран эпĕ _ кĕçĕнни, йĕкĕреш хăраххи.

Пуянкасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Мускавра вахта мелĕпе стройкăра ĕçлерĕм. 2006_2008-çулсенче Инçет Хĕвел тухăçĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм, Хабаровск хулинче çыхăну çарĕнче тăтăм. Рядовой.

Служба вĕçленсен каллех пысăк стройкăсенче тăрăшрăм.

_ Хăвăртрах мирлĕ ĕçе пуçăнас килет ĕнтĕ...

_ Çапла! Хĕç-пăшал вырăнне ĕç хатĕрĕ тытас килет. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пуласчĕ, пĕччен пурăнакан аннене пулăшасчĕ.

_ Александр Николаевич, Сирĕн тата ытти салтакăн ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пурнăçа кĕрессе чунтан шанатпăр. Сире ырă-сывă тата Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр. Турă хỹтлĕхĕнче тăрăр пурсăр та!

_ Тавах ырă сунăмшăн. Миршĕн хамăртан мĕн килнине веçех тăвăпăр.

Зинаида Свеклова.



14 марта 2025
14:21
Поделиться