Александр Гармонщиков _ Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ

Александр Гармонщиков _ Шăмăршă округĕн хисеплĕ гражданинĕ

МУНИЦИПАЛИТЕТ округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2025-çулхи мартăн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникне _ Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Александр Гармонщикова _ «Шăмăршă муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăннă.

Александр Иванович çак пысăк чыса çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк вăй хунăшăн, пурнăç тăрăшшĕпех тăван халăха çутта кăларассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тивĕçнĕ.

Вăл _ Аслă Аттелĕх вăрçин 1-степеньлĕ орденĕн, «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче (1941_1945 çç.) Германие çĕнтернĕшĕн» медальсен кавалерĕ.

А.Гармонщиков _ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Тăван тавралăха тĕпченĕшĕн ăна «Чăваш Енĕн Халăх академикĕ» ят панă.

"Шăмăршă муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ят панă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр Сире, Александр Иванович!



14 марта 2025
11:07
Поделиться