Аукцион иртсен _ хĕрỹ ĕç
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн кăçал 75 миллион тенкĕлĕх 31 пуçару проектне пурнăçа кĕртмелле. Хальхи вăхăтра подрядчик тупас тĕлĕшпе аукцион йĕркелес ыйтупа ĕçлеççĕ. Шыв-шур типсенех çулсене юсама, тавралăха тирпей-илем кĕртме, вут-кăварпа кĕрешес тĕллевпе шыв емкоçĕ вырнаçтарма тата ытти ĕç тума пуçлаççĕ. Пуçару проекчĕсене округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хăй контрольлесе тăрать.