ЯТАРЛĂ çар операцине хутшăнакансен çемйисем Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕпе тата тренажер залĕпе тỹлевсĕрех усă кураççĕ. 2024-çулта çак çăмăллăхпа 252 çын сывлăха тĕреклетнĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесенчи 795 çын тата 1467 пенсионер та çăмăллăхпа усă курнă.