«Эпир _ çĕнтерме тухнă!»

Ял хавалĕ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çыннисен ыттисемшĕн кăтартуллă. Ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килекен ентешсене йышпа кĕтсе илесси-ăсатасси кунта çирĕп йăлара. Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн çуртĕнче, вăтам шкулта тĕл пулса калаçасси, Культура çуртĕнче çамрăксемпе курнăçасси _ салтаксемшĕн хăнăхнă пулăмсем. Ял çыннисем маскировка сеткипе ытти кирлĕ хатĕр (автомобиль те ăсатрĕç!), апат-çимĕçпе тумтир пухса вĕсенчен парса яни _ пархатарлă ĕç.

Çак кунсенче акă Андрей Измайлов çуралнă кĕтесе таврăнчĕ. Çитнĕ-çитменех, тăван килте куç пек кĕтекен ашшĕ-амăшĕн _ Валерий Васильевичпа («Универсал» ООО ĕçченĕ) Любовь Валерияновнăн (вăл ПНИ ĕçченĕ) тата савнă мăшăрĕн Тамара Николаевнăн ăшă ытамне лекрĕ, Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан кукамăшĕ патне васкарĕ, ял территори уйрăмĕн начальникĕпе Вячеслав Яковлевпа тата ялти Культура çуртĕнче маскировка сетки çыхакан хĕрарăмсемпе курса калаçрĕ. Паллах, юратнă тус-тăванĕн тимлĕхĕсĕр те юлмарĕ. Округра Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне уçнине халалланă мероприятие те хутшăнчĕ.

Аякри _ ютри _ пурнăç тунсăхлаттарать, вăрçă ахрăмĕпе тулнă çĕнĕ регионтан кĕске вăхăта та пулин хăпса килнĕскерĕн кăмăл туличчен калаçас та, канас та килет.

_ Анне пĕçернĕ салма яшки, кукăль-пỹремеч, кăмăл туличчен мунчара çапăнни, ял сывлăшĕ _ фронтран килнĕ çыншăн _ чи пахи, _ чунне уçать Андрей Валерьевич.

Андрей Измайлов СВОра мобилизаци йĕркипе тăрать. 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче округри ытти çамрăкпа пĕрле мобилизациленнĕ вăл. Малтан Ульяновск облаçĕнче учебкăра пулнă. Унтан Запорожье тăрăхне лекнĕ. Умри задачăна _ оборона тытса тăрассине таса чунпа пурнăçлать вăл. Çакна «СВО ветеранне» медаль тата Çветтуй Георги Хĕресĕн 4-степень палли çирĕплетеççĕ. Наградăсене хăюлăхпа паттăрлăхшăн тата йывăр задание ăнăçлă пурнăçланăшăн панă. Çак паха енсене ачаллах аталантарнă Карапай Шăмăршă çамрăкĕ.

... 1991-çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче кун çути курнă Андрей. Ашшĕ-амăш пилĕпе тата вĕрентекенсен тивĕçлĕ воспитани шайĕпе Анна йăмăкĕшĕн ырă тĕслĕх кăтартса çитĕннĕ.

2008-çулта ялăн вăтам шкулне вĕренсе пĕтерет А.Измайлов. Спортпа туслăскер Канашри педагогика училищине çул тытать, физкультура уйрăмне кĕрет. Алла диплом илсен Шăмăршăри «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче тимлет, ачасемпе çамрăксене шывра ишес ăсталăха аталантарма пулăшать. Çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьел филиалĕнче юриспруденци енĕпе пĕлĕвне ỹстерет. Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче географи предмечĕ вĕрентме те тỹр килет ăна.

Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе Орел хулинче тата Мускав облаçĕнче пурнăçлать Карапай Шăмăршă каччи. Çыхăну çарĕнче тăрать, кĕçĕн сержанта çити ỹсет. 2014-çулта контракт йĕркипе çĕр-шывăмăра хỹтĕлеме тăнă Андрей Измайлов.

_ Спорт, çар служби (уйрăмах контракт) манра арçынра кирлĕ чи паха енсене туптарĕç. Вĕсем: вăй, чăтăм, чун çирĕплĕхĕ, хăюлăх, _ палăртать паянхи салтак.

Çапла, çуралнă килшĕн, ытарайми ялшăн, тăван республикăшăн, юратнă Тăван çĕр-шывшăн шанчăклă хурал тăрать Андрей Валерьевич. Чун-чĕрери хĕрỹллĕ патриотизм туйăмĕ, çывăх çыннисен юратăвĕ, тыл пулăшăвĕ ăна Украина нацисчĕсемпе шовинисчĕсене хирĕç арăсланла çапăçма хистеççĕ.

_ Эпир _ çĕнтеретпĕрех! _ тет патриот, фронтри çĕршер-пиншер салтакăн шухăшне çирĕплетсе.

Эпир, тылрисем, хамăрăн мăшăрăмăрсемпе ывăлăмăрсем шанăçăмăра тỹрре кăларасси пирки пĕртте иккĕленместпĕр.

Зинаида Воробьева.



14 марта 2025
14:20
Поделиться