«Çынна юрăхлă пулччăр!»

Аист йăтса килнĕ парнене _ хĕр пĕрчине _ пурнăç чечекĕпе танлаштарни ахальтен мар. Хĕр ача _ илемпе илĕртỹлĕх символĕ. Вăл _ пулас арăм, пулас анне; унра _ этемлĕхĕн тĕвви. Шăмăршăра пурăнакан Александрăпа Адик Андреевсен çемйинче кăçалхи февралĕн 13-мĕшĕнче виççĕмĕш хĕр кун çути курчĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелекен Александра Анатольевнăпа «Универсал» ООО водителĕнче ĕçлекен Адик Владимировичшăн çак пулăм _ пысăк савăнăç.
Шăмăршă вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Кирăпа Еленăшăн вара _ виçесĕр телей: пĕчĕкскере алран та ямаççĕ вĕсем. Йăмăкĕн ятне пĕр тăвансем славянла _ «Злата» ят хунă. Чăн та, ылтăн пекех хаклă кĕçĕнни, çук, унран та хаклăрах! Андреевсем «нумай ачаллă çемье» статусне илни те паха.
Округ центрĕнчех тымар янă Татьянăпа Михаил Викторовсен хĕр пĕрчийĕн ячĕ еврей чĕлхипе янăрать: Мария! Мария _ вĕсен пирвайхи пепки, çавна кура мăшăрăн тата çывăх çыннисен телейне сăмахпа каласа та ăнлантараймăн. Маларах Татьяна Геннадьевнăпа (вăл _ «Шăмăршă муниципалитет округĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ» КУ ĕçченĕ) Михаил Анатольевича (район тĕп больницинче вăй хурать) пĕрешкел должность _ юрист-консультант ĕçĕ тата юрату туйăмĕ пĕрлештернĕ пулсан, халĕ вĕсене ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ пĕр тĕвве çыхрĕ.
_ Хĕр çумĕнче ывăл та пултăр малашне, _ тесе сунчĕç Викторовсемпе Андреевсене округ администрацийĕн ЗАГС пайне вĕсене саламлама пынă çывăх çыннисем.
Çапла, иртнĕ юнкун, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, февральте çуралнă чиперккесене ЗАГС пайĕнче чаплă лару-тăрура чысларĕç. ЗАГС пайĕн начальникĕ Татьяна Матвеева кунта килнисене чăн-чăн уяв туса пачĕ. Мероприятие тăван чăваш чĕлхипе ертсе пыни, Татьяна Яковлева çепĕç юрăсем шăрантарни чун-чĕрене çунатлантарчĕ. Паллах, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова Салам çырăвне вуласа пани, çывăх çыннисемпе ĕçтешĕсен ăшă сунăмĕ, чĕрĕ чечексемпе ача парнисем ашшĕ-амăшне чунтан савăнтарчĕç. Чи асра юлмалли самантсем _ Златăпа Мария çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсем пани, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ЗАГСăн Хисеп кĕнеки çине алă пусни, Раççейĕн çĕнĕ гражданкисемпе пĕрле пирвайхи хут сăн ỹкерĕнни.
«Кĕмĕл» тупнă ашшĕ-амăшне тата вĕсен çывăх çыннисене воспитани ĕçĕнче _ ăнăçу, Златăпа Марийăна вара çирĕпрен те çирĕп сывлăх, телейлĕ ăраскал сунатпăр. «Çĕнĕ кайăксемшĕн» яланах мирлĕ тỹпе пултăр...
Автортан. ЗАГС пайĕ çут тĕнчене килнĕ ачана чаплă лару-тăрура регистрацилени _ ĕмĕрте пĕр хут туса ирттермелли ĕç-пуç, çемьешĕн яланлă- хах асра юлмалли пулăм. «Çĕнĕ кайăксене» пурне те официаллă лару-тăрура чысласа ят хурассине-çыртарассине йăлана кĕртсен тем пек лайăх пулĕччĕ. Çакă ачаллă кашни кил-йышпа çĕнĕ гражданина тимлĕх уйăрнипе тата хакланипе танлашĕччĕ.
Зинаида Свеклова.