Кăмăла çĕклерĕ çепĕç юрă...

ПĔТĔМ тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Кивĕ Чукал ялĕн тĕп Культура çуртĕнче чаплă уяв пулчĕ. Кивчукалсемпе пулмантăшсене Культура çурчĕ çумĕнчи «Чукал каччисем» ансамбль, тĕп шкула çỹрекен арçын ачасем тата хуласенче пурăнакан ентешсем тỹлевсĕр концертпа савăнтарчĕç. Кунти «Пилеш» фольклор ансамблĕн маттур хĕрарăмĕсене парнепе чыслани те _ асра юлмалли пулăм.

Хĕрарăма нумай кирлĕ мар: юрату тата тимлĕх çеç. Çак телее туллин туйма пултарчĕç асаннесемпе кукамайсем, аннесемпе аппасем тата йăмăксемпе савнисем.

И.Малеева, Кивĕ Чукал ялĕ.



14 марта 2025
14:07
Поделиться