Манмастпăр паттăр летчика

1942-Çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Шăмăршă вăрманĕнчи Муллиная паççулкки çывăхĕнче Балти флочĕн Сывлăш çар вăйĕсен Р-6 самолечĕ инкек тỹснĕ. Самолетра пулнă 4 экипаж членĕнчен пĕри _ Павел Прусаков штурман _ çĕре ỹкнĕ чух вилмеллех аманнă. Калинин облаçĕнче çуралса ỹснĕ 23 çулхи летчика çав вырăнтах пытарнă.
Халĕ самолет ỹкнĕ вырăнта обелиск тăрать. Ăна шкул ачисем, çывăхри паççулккăсенче пурăнакансем тата «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн ĕçченĕсем тирпейлесе тăраççĕ.
Çак кунсенче авиакатастрофа пулнă вырăнта Асăну митингĕ иртрĕ. Унта Шăмăршă муниципалитет округĕнчи общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсенчи «Юнармия» отделени членĕсем хутшăнчĕç. Асăну митингĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова сăмах илчĕç, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисене ĕмĕр асра тытма чĕнсе каларĕç.
Ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕсемпе вĕренекенĕсем патриотизм юррисене юрлани чун-чĕрене хумхантарчĕ.
Çулсем иртрĕç, анчах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем нихăçан та манăçмĕç. Вăрман варринчи вил тăпри çинче çу кунĕсенче хитре чечексем ешерĕç, çепĕç саслă шăпчăксем паттăра мухтаса юрă шăрантарĕç...
Н.ИГНАТЬЕВА, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн директор заместителĕ.