Минерал удобренийĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илеççĕ. Пурĕ 1242 тонна минерал удобренийĕ хатĕрленĕ, çакă çур акине ирттерме çителĕклĕ. Уйрăмах «АгроТран Спорт» ООО, «Колос» Агрофирма» ООО, «Победа» ООО, Александр Егоров, Елена Пондякова фермерсем «çĕр çăкăрне» ытлă-çитлĕ туяннине палăртмалла. Удобрени кỹресси малалла пырать.

В.ЕРЕМЕЕВ, округри агрохимик



14 марта 2025
11:29
Поделиться