«Ăмăрт кайăк чĕпписем» _ малтисен йышĕнче
ÇАК кунсенче Шупашкар муниципалитет округĕнчи М.В.Игнатьев ячĕллĕ Янăш вăтам шкулĕнче регионти «Ăмăрт кайăк чĕппи _ спортсмен» проекта кĕрекен «Хаваслă стартсем» фестиваль иртнĕ. Унта пурĕ 23 команда хутшăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи «Ăмăрт кайăк чĕпписем» хỹтĕленĕ. Пуçламăш классен учителĕ Светлана Михайловна Столярова тата директор советникĕ Екатерина Юрьевна Васильева ертсе пыракан команда, спорт ăмăртăвĕнче пысăк хастарлăх кăтартса, виççĕмĕш вырăн йышăннă.