Мухтанатпăр, савăнатпăр

РАÇÇЕЙРИ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне Шăмăршă муниципалитет округĕнче чаплă лару-тăрура уçнă чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025-çулхи стипендиачĕсене те чысларăмăр. Залра ларакансем Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Александр Полякова, Артем Савельева, Тимур Степанова, Палтиел вăтам шкулĕнчи Айгел Алтынбаевăна, Лиана Емдихановăна, Дамире Емдихановăна, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Любовь Семеновăна хыттăн алă çупса саламларĕç. Çак çамрăксем пурте вĕренỹре, спортра тата общество ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Савăнатпăр вĕсемпе пĕрле, маттур вĕренекенсемпе мухтанатпăр!
Е.ЖОЛОБОВА.