Çĕнĕ комбайн _ çĕнĕ савăнăç
ПУЯНКАССИНЧИ «Колос» Агрофирма» ОООран килнĕ çак хыпар, чăннипех те, чуна савăнтараканскер: хуçалăх заводранах «Акрос-595» комбайн туяннă. Ăна хуçалăхри малта пыракан механизатора Александр Петрова шанса параççĕ. «Колос» Агрофирма» ООО ертỹçи Олег Кузнецов каланă тăрăх, кунта техника паркĕ çĕнелсех пырать. Иртнĕ çул пысăк хăватлă икĕ «Кировец» трактор туяннă.