Çĕнĕ свалка ан пултăрах!

КĂÇАЛХИ февраль уйăхĕнче Шăмăршăра унчченхи кивĕ Культура çуртне сỹтсе тăкрĕç. Çакна ырламалла кăна: кивĕ çурт центрта ларни пĕрре те килĕшỹллĕ марччĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрханмалли те тупăнчĕ: мĕн пур ишĕлчĕке вăрман хĕррине _ асфальтпа бетон завочĕ пулнă çĕре _ кайса тăкнă. Çакă, тавралăха вараланипе пĕрлех, Шăмăршă илемне те ярать. Çĕнĕ свалка туса хурас хăрушлăх та пур, мĕн пур таса марлăх Кĕçĕн Хырла çырмине юхма пултарать.



14 марта 2025
14:31
Поделиться