Çĕнтерỹ юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илмелле
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине кĕтсе илсе паллă тăвас тĕлĕшпе йĕркеленĕ округ комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна комисси председателĕ, муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынă.
Ларура Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе ирттерме палăртнă мероприятисен планне сỹтсе явнă, çĕнĕ сĕнỹсене шута илнĕ. Пур çĕрте те çарпа патриотизм темипе культура мероприятийĕсем, тыл ветеранĕсемпе тата СВО участникĕсемпе тĕл пулусем, спорт ăмăртăвĕсем ирттерме палăртнă.
«Пĕр ветеран та, ятарлă çар операцине хутшăнакансен пĕр çемйи те тимлĕхсĕр юлмалла мар, _ тенĕ ларура Сергей Галкин. _ Уяв мероприятийĕсене çỹллĕ шайра ирттермелле, çынсем истори чăнлăхне пĕлччĕр тесе тăрăшмалла. Паллах ĕнтĕ, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси чăн малти вырăнта тăмалла».
Н.ИЛЬИНА.