Нумай ачаллă çемьене _ сертификат

ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Еремеевсен çемйишĕн çак кунсенче пысăк савăнăç пулчĕ: округ администрацийĕнче кил-йыша пурăнмалли çурт-йĕр сертификатне пачĕç.

Çичĕ çынран тăракан çамрăк çемье çак сертификатпа пурăнмалли çурт туянма е çĕнĕ пỹрт лартма патшалăх пулăшăвĕ илме пултарать.

Сăмах май, 2024-çулта округри 5 çамрăк çемье «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.



14 марта 2025
13:36
Поделиться