Олег Николаев: «Çĕр улми çитĕнтерекенсене пулăшатпăр»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарта мартăн 5-6-мĕшĕсенче иртнĕ «Çĕр улми-2025» выставка ĕçне пысăк хак панă.

«Чăваш Енре çĕр улми çитĕнтерекенсене _ икĕ çĕнĕ механизма шута илсен _ 15 енлĕ пулăшу паратпăр, _ тенĕ Олег Николаев. _ 2025-çулта вĕсем çĕр ĕçне биологи енчен лайăхлатма тата минерал удобренийĕ туянма субсиди илме пултараççĕ. Çак тĕллевпе эпĕ республика бюджетĕнче 128 миллион тенкĕ уйăрса хăварма хушу патăм».

Чăваш Республики 100 гектар çĕр пуçне çĕр улми тухăçне илессипе Атăл çи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Эпир «иккĕмĕш çăкăра» хамăра кирлинчен 1,8 хут ытларах туса илетпĕр. Çĕр улми çитĕнтерессипе 217 ял хуçалăх таварĕ туса илекен (сельхозпроизводитель) ĕçлет. Патшалăх паракан субсиди вĕсен йышне ỹстерсех пырасса шанатпăр.



14 марта 2025
11:30
Поделиться