Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрремĕш çул

Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пĕрремĕш çул

Хаклă вулаканăмăр ! ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ пирĕн халăхăн фронтри тата тылри паттăрлăхне анлăн çутатма тăрăшать. Паян эпир синкерлĕ 1941-çулпа паллаштаракан материалсем пичетлетпĕр.

Шартлама сивве те, выçлăха та тỹснĕ

Фашист вăрă-хурахĕ Мускав патнех çывхарса çитнĕ май, СССР Оборонăн Патшалăх Комитечĕ 1941-çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Сăр юхан шывĕпе Хусан хушшинче хỹтĕлев чиккисем тăвасси çинчен Хушу кăларнă. Окоп чавма, дзотпа дот, блиндаж тума Чăваш Республикинче 278 пин ытла çынна явăçтарма хушнă. Ун чухлĕ йыш пуçтарма пирĕн республикăшăн кăткăс пулнă (арçынсем фронтра çапăçнă), çавăнпа окоп чавма, вăрман касма 17 çултан пуçласа сывлăхĕпе тĕреклисене çеç илсе каймалла пулнине пăхмасăр, вырăнти влаçсем чылай çамрăкраххисене те айккине хăварман.

Хальхи вăхăтра эпир Сăр шывĕ хĕрринче, Хусан енчи хутлăхра тунă ĕçсене пысăк паттăрлăх тесе шутлатпăр. Паллах, паттăрлăх. Виçĕ уйăхра хỹтĕлев чиккисене Чăваш çĕрĕнче кăна 48 çухрăм чавса çĕр хăпартнă. «Медаль икĕ енлĕ», _ теççĕ. Пĕр енĕ _ паллах, харсăр ĕç, парăнманлăх, чăтăмлăх, тепĕр енче _ асап, терт-нуша, куççуль, вилĕм, хуçăлнă шăпасем...

Акă мĕн каласа панă хăйсен ачисемпе мăнукĕсене, çывăх çыннисене Улатăр патĕнче хỹтĕлев сооруженине тума хутшăннисем. Хăш-пĕр аса илĕве 50 çул каялла журналист çырса илнĕ.

Александра Алексеевна СОРГИНА, Шăмăршă ялĕ:

_ Манăн упăшкана _ Дмитрий Владимирович Соргина _ 1941-çулта вăрçа илчĕç. Ленинград фронтĕнче çапăçнă. Çав çулхи октябрь уйăхĕнче мана та Улатăр çывăхĕнчи хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре мобилизацилерĕç.

«Тăшман Мускав патнелле çывхарса пырать. Пирĕн çар валли хỹтĕлев сооруженийĕсем чавса хатĕрлемелле», _ терĕç.

Хĕл çав тери сивĕ килчĕ. Çăварти сурчăка сурсан çĕре ỹкиччен пăрланатчĕ. Алăра лум, киркка, кĕреçе, наççилкке пулнă. Шăн чĕре чаваттăмăр. Лум пăнк! сасă кăларса çĕре лекетчĕ те, пĕчĕк татăк тăпра хăйпăнатчĕ. Чăтрăмăр. Хỹтĕлев сооруженийĕсене палăртнă вăхăтчен маларах туса пĕтертĕмĕр.

Анна Петровна ГУДИМОВА, Шăмăршă ялĕ:

_ Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 21 çултаччĕ. Шăмăршă промкомбинатĕнче кассирта ĕçлеттĕм. 1941- çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче комбинатри 7 çынна Улатăр çывăхне окоп чавма ячĕç. Манпа пĕрле иккĕмĕшсыпăкри йăмăка Антонина Гудимовăна тата пирĕн çывăх тăвана, 16 çул та тултарайман Валерьян Гудимова та илсе кайрĕç. Çав кун Шăмăршăран Улатăр çулĕпе 100 çын ытла çуран утрăмăр. Пирĕн йышра 10-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем те пурччĕ. Лаша урапи çине ĕç хатĕрĕсене тата кăштах апат-çимĕç тиерĕмĕр.

Вырăна çитсен темиçе кунтанах çанталăк вăйлах сивĕтрĕ. Эпир вара çỹхе тумпа кăна. Ытларахăшĕ _ çăпатапа, темиçе çын çеç урана резина калуш тăхăннă. Тум- тирпе алса-чăлхана кăвайт патĕнче типĕткелеттĕмĕр. Çăпатасем тăпăлса тухрĕç те, кантăрапа çыхкаласа тăхăнма майлаштараттăмăр.

Хура кĕрхи йĕпе-сапа, витĕр витекен сивĕ çил тата _ пуринчен те ытла _ выçлăх аптăрататчĕ. Килтен илсе кайнă апат-çимĕç хăвăрт пĕтрĕ. Ытти чылай колхоз апат-çимĕçпе тивĕçтерессине йĕркеленĕччĕ, пирĕн вăйсăр хуçалăх çĕр улмипе çăкăр та леçеймен. Юрать-ха, виçпỹртсем, пашьелсем, чукалсем пире шеллесе яшка çитеретчĕç. Çакăншăн вĕсене хам çĕре кĕричченех тав туса пурăнăп.

Елена Осиповна МАЛОФЕЕВА, Пăчăрлă Пашьел ялĕ:

_ Киле ял Советĕнчен пырса хут тыттарчĕç. Улатăр хули патне çуранах çитрĕмĕр. Çанталăк питĕ сивĕччĕ. Тумтир _ çĕтĕкскер кăна, урара _ çăпата. Алла, пỹрнесене тăм илетчĕ. Хамăр чавнă окоп тĕпĕнче кăштах ăшăрахчĕ. Пĕр çын патĕнче çиччĕн пурăнтăмăр. Çăкăр чĕллине кăкăр умне чикеттĕмĕр, анчах унта та шăнатчĕ...

Клавдия Трофимовна СИДОРОВА, Карапай Шăмăршă ялĕ:

_ Эпир _ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çыннисем _ пĕр бригадăра ĕçлерĕмĕр. Манпа пĕрле Клавдия Александрова, Мария Васильева, Александра Гаврилова, Парасковья Елисеева, Мария Игнатьева, Александра Кондрашкина, Лидия Медведева, Мария Медведева, Мария Михайлова, Мария Московская, Мария Пидюкова та нуша тỹсрĕç.

Пĕр çуртра пурăнма вырăн тупса пачĕç. Урайне улăм сарнăччĕ, çавăнта выртса тăраттăмăр. Ĕç вырăнĕ ялтан пĕр çухрăмраччĕ. Шартлама сивĕ тăнăран ирпе пите тăм илетчĕ. Ĕçĕ йывăрччĕ. Кашни бригадăнах план паратчĕç. Шăннă çĕре лумпа таккаттăмăр, вăл 5 пус укçа пек катăлса сирпĕнетчĕ. Пысăк катăксене çурăм çине хурса, пĕкĕрĕлсе йăтаттăмăр... Мĕнле йывăр пулсан та, нăйкăшман, Тăван çĕр-шыв пысăк хăрушлăхра чухне пирĕн ĕç фронтшăн кирлĕ пулнине ăнланаттăмăр.

Июньпе декабрь уйăх Ĕсенче ...

ИЮНĔН 22-30-мĕшĕсенче Шăмăршă районĕнчен чăн малтисен шутĕнче фронта Дмитрий Кокуркин (Пăчăрлă Пашьел), Константин Харитонов (Виçпỹрт Шăмăршă), Андрей Сорокин (Палтиел), Илья Любимов (Энтĕрьел), Нина Сергеева (Шăмăршă) татаыттисем тухса кайнă.

Июль уйăхĕнче Шăмăршă типографийĕн рабочийĕсем Тăван çĕр-шывăн Оборона фондне пĕр кунхи ĕç укçине _ мĕн вăрçă чарăничченех _ хывса ырă пуçару тунă. Июлĕн 21-мĕшĕнче Анат Чаткасри Сталин ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем 3-мĕш пилĕк çуллăх займĕсене сарнăшăн панă преми укçине _ пурĕ 8 пин тенкĕ _ Оборона фондне хывнă.

Августăн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Союзри комсомолецсемпе çамрăксен воскресникĕ иртнĕ, унта Шăмăршă районĕнчен 1356 çын _ çав шутра 513 комсомолец _ хутшăннă. Воскресникра ĕçлесе илнĕ 937 тенкĕ укçапа 1213 ĕç кунне (трудодень) Оборона фондне хывнă.

Сентябрь уйăхĕнче район çыннисем эва- куаци йĕркипе килнĕ 939 çынна _ çав шутра 165 пĕчĕк ачапа 155 шкулта вĕренекене _ хăйсен çемйисене йышăннă. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Анат Чаткасри Сталин ячĕллĕ колхоз колхозникĕсем _ Шупашкарти Ленин ячĕллĕ çĕвĕ фабрикин коллективĕ тунă пуçарăва ырласа _ Хĕрлĕ Çар валли 20 кĕрĕк пиншак, 25 мăшăр кăçатă, темиçе мăшăр алса-чăлха ярса панă.

Декабрь уйăхĕн варриччен Шăмăршă районĕнче пурăнакансем Хĕрлĕ Çар валли 2105 кĕрĕк пиншак, 111 мăшăр кăçатă, 916 килограмм сурăх çăмĕ, 615 мăшăр çăм алса, 700 мăшăр çăм чăлха. 142 çĕлĕк, 6 кĕрĕк, 35 мăшăр ăшă кĕпе-йĕм, 426 мăшăр пурттенкке (портянки) хатĕрлесе панă.

Тăшманпа çапăçса вилнĕ е хыпарсăр çухалнă

ВĂРÇĂН малтанхи уйăхĕсенчех Шăмăршă районне нимĕçсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ е хыпарсăр çухалнă çынсем çинчен хурлăхлă хыпар килме пуçлать. Шăмăршă çар военкоматĕнчен Хĕрлĕ Çара кайнă 315 çын 1941-çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă.

Шăмăршă ялĕнчен _ 13-ĕн, Энтĕрьелĕнчен _ 12-ĕн, Канаш паççулккинчен _ 1 çын, Ирçе Тĕккинчен _ 3-ĕн, Çĕнĕ Шăмăршăран _ 9-ăн, Асанкассинчен _ 25-ĕн, Патирекрен _ 17-ĕн, Баскакран _ 1 çын, Пăчăрлă Пашьелĕнчен _ 39-ăн, Васантан _ 10-ăн, Ярăславран _ 8-ăн, Кивĕ Шăмăршăран _ 12-ĕн, Карапай Шăмăршăран _ 19-ăн, Çĕнĕ Тăрăнтан _ 4-ăн, Пуянкассинчен _ 7-ĕн, Кахăрлă Шăхалĕнчен _ 7-ĕн, Хайпăларан _ 11-ĕн, Кивĕ Чукалтан _ 23-ĕн, Шамккайран _ 9-ăн, Палтиелĕнчен _ 23-ĕн, Виçпỹрт Шăмăршăран _ 17-ĕн, Анат Чаткасран _ 11-ĕн, Тури Чаткасран _ 2-ĕн, Çĕнĕ Чукалтан _ 13-ĕн, Вырăс Чукалĕнчен _ 16-ăн, Улмаллăран _ 3-ĕн, Никишинăран 1 çын вăрçăн малтанхи çулĕнче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ е хыпарсăр çухалнă.

Вĕсен ячĕсем _ пирĕн чĕрере, Шăмăршă районĕн тата Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекисенче.

Ив.САЛАНДАЕВ.



14 марта 2025
11:06
Поделиться