Çĕр çинчи тăнăçлăхшăн

Тăрна куçĕ пек таса тỹпе, хĕвелĕн йăлтăрти кулли, тăрин чун хĕлĕхне çепĕççĕн сĕртĕнекен юрри, ешерекен тавралăх, уй-хирти хурçă «утăн» кĕрлевĕ, ача-пăча вăййи... Ку веçех _ мирлĕ пурнăç палли. Ăна курма хăнăхнă ирĕклĕхе савакан ЭТЕМ. Шел, çут тĕнчен çак илемне вăрçă аркатать...
Тăнăçлăха упрасси _ кашни çын тивĕçĕ. Васан ялĕнчи Измуковсен çемйи патриотизм туйăмĕпе витерĕннĕ. Аслă ăру çынни _ Алексей Михайлович (1910_1942) _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче фашизма хирĕç паттăррăн çапăçнă. Вăл взвод командирĕ пулнă. Алексей Измуков лейтенант хаяр çапăçура пуçне хунă.
Алексей Михайловичăн икĕ мăнукĕ (Иван ывăлĕн ачисем) служба тивĕçĕпе Чечня вăрçине хутшăннă. Сергей Иванович _ милици подполковникĕ, Геннадий Иванович _ милици майорĕ.
Вĕсемпе пĕр тăван Алексей (ятне аслашшĕне асăнса панă) хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче Украина нацисчĕсемпе шовинисчĕсене хирĕç кĕрешет. Вăл _ контрактник. Унăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пирки хăй тăракан гварди уйрăм мотострелоксен бригадинчен Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева янă Тав çырăвĕ çирĕплетет. Çырура А.И.Измуков гварди рядовой СВОна хутшăннăранпах çапăçура шанчăклă юлташ пулнине, çар задачисене пурнăçланă тата перкелешỹ вăхăтĕнче, пурнăçăн йывăр условийĕсенче хăйне çирĕп тытнине, хĕç-пăшалпа пĕлсе усă курнине, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. «Сирĕн ентешĕр юлташĕсемпе пĕрле Çĕнтерỹшĕн пысăк тỹпе хывать», _ тенĕ малалла. Регион Пуçлăхне Алексей Ивановичăн çемйин членĕсене Тав çырăвне чаплă лару-тăрура памалли çинчен пĕлтерме ыйтнă.
Васан ял территори уйрăмĕн гражданĕсен пухăвĕнче Тав çырăвне А.Измуковăн аппăшне Ирина Ивановнăна пачĕç.
... Çемьери икĕ ăру çыннисем фашизма хирĕç кĕрешнĕ тата кĕрешеççĕ. Измуковсен патриотизмĕ _ округри граждансемшĕн çутă тĕслĕх.
Сăмахăма вара çак сăввăм йĕркисемпе вĕçлессĕм килет:
Вăрçă пире кỹрет нумай шар.
Вăл пире кирлĕ мар. Тăрăшар!
Пурнăçа тăсма килнĕ вĕтти,
Шкул ачи те яш-кĕрĕм, ватти.
Çитмĕл çич чĕлхепе калаçать:
_ Мир _ пурнăçа! Вилĕм _ вăрçа!
З.Свеклова.