Çĕрпе тĕрĕс усă курмалла
КĂÇАЛХИ март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Федерацин çĕр çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем çĕрпе усă курассине пырса тивеççĕ.
Саккунра тĕллевлĕ уйăрнă çĕрпе çав тĕллевпех усă курмалли çинчен каланă. Лаптăка ăпăр-тапăртан, çум курăкран тасатассипе, рекультивацилессипе, типĕтессипе е шăварассипе, ыттипе çыхăннă ĕçсен списокне сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетеççĕ. Çавăн хыççăн вара инспекторсен тĕрĕслев ирттермелли тулли права пулать. Малтанласа вĕсем усă курман, çум курăк ярса илнĕ лаптăка йĕркене кĕртмелли çинчен предписани парĕç. Предписание çирĕплетнĕ вăхăтра пурнăçламасан çĕр лаптăкне вуçех те туртса илме пултараççĕ.
Лаптăка çурт лартма панă тăк _ 5 çул хушшинче строительствăна вĕçлесе пурăнмалли çурта регистрацилемелле.
Малашне хуçисем хăйсен чикĕлемен (межевание) çĕр лаптăкĕсене сутаймĕç _ малтан чиккисене çирĕплетмелле.