Сайра тĕл пулаканни _ Баскак вăрманĕнче

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕнче çурма хытă çунатлисен (полужесткокрылые) йышĕнчи питех те сайра тĕл пулакан хурт-кăпшанка асăрхарăмăр. Вăл Пасна çырми хĕрринче ỹсекен мулкач пăрçи (дрон красильный) текен ỹсен-тăран çинче пурăнать.

Çак хурт-кăпшанкă (Hemiptera) Livilla ulicis – унчченхи СССРта Кар- пат тăрăхĕнче çеç пурăннă. ХХI - ĕмĕрте ăна Раççейĕн Европа пайĕнче _ Мускав облаçĕнче тупнă.

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче асăрхани _ Раççейре _ иккĕмĕш, Чăваш Енре вара пĕрремĕш хут çакăн пек хурт-кăпшанка тупни. Ученăйсем çакна çанталăк çулленех ăшăтса пынипе çыхăнтараççĕ.

Хурт-кăпшанкă пурнăçĕ пирки эпир питех те сахал пĕлетпĕр-ха. Хамăрăн тĕпчев ĕçне Раççей Наукăсен Академийĕн Зоологи институчĕн специалисчĕпе Евгения Лабиновăпа пĕрле туса пыратпăр.

Н. Игнатьева



14 марта 2025
14:32
Поделиться