Шыв-шур инкек ан кỹтĕр
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕн администрацийĕ 2025-çулхи мартăн 4-мĕшĕнче «Çурхи ейỹ вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх мероприятийĕсем çинчен» Постановлени кăларнă.
Асăннă Постановленипе килĕшỹллĕн, округ территорийĕнче çурхи шыв-шур вăхăчĕ валли мероприятисен планне çирĕплетнĕ тата шыв-шур инкек кỹресрен асăрханас тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă.
Ял территори уйрăмĕсен начальникĕсене халăх хуçалăх объекчĕсене çурхи шыв-шур инкек кỹресрен сыхлассине йĕркелеме, пур çĕрте те дежурнăй бригадăсем туса хума сĕннĕ. Уйрăмах пĕвесене, кĕперсемпе каçăсене, тасатакан сооруженисене, артезиан скважинисене, складсене хỹтĕлессине йĕркелемелле.
Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан, çийĕнчех «01», «112» е 2-32-36 телефонсемпе муниципалитет округĕн Пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службине пĕлтермелле.