Шăмăрш Енĕн унтер-офицерĕсем е «салтак ашшĕ» мĕншĕн медальне çакайман?

Шăмăрш Енĕн унтер-офицерĕсем е «салтак ашшĕ» мĕншĕн медальне çакайман?

ВЫРĂС çарĕнче «унтер-офицер» тата «кĕçĕн унтер-офицер» званисене 1716- çулта туса хунă. Çар Уставĕпе килĕшỹллĕн, «унтер-офицерсен» йышне çаксене кĕртнĕ: пехотăра _ сержанта, кавалерире _ вахмистра, каптенармуса, подпрапорщика, капрала, рота писарьне, денщика тата ефрейтора.

Уставра çапла çырнă: «Те, которые ниже прапорщика, свое место имеют, называются «унтер-офицеры», то есть нижние начальные люди».

Тĕпрен илсен, унтер-офицерсен корпусне срочнăй служба хыççăн малалла та çарта юлма кăмăл тунă чи лайăх салтаксенчен (Уставра: «сверхсрочнослужащие _ авт.) йĕркеленĕ. «Сверхсрочнослужащисене» службăри хăюлăхпа тăрăшулăхшăн «За усердие» медальпе тата Çвяттуй Анна медалĕпе чысланă. Наградăна тивĕçнисене служба вăхăтĕнче авланса çемьеллĕ пулма та ирĕк панă.

«Сверхсрочнослужащисем» хăйсен ротинчи казармăра пурăннă. 1766-çулта йышăннă «Полковник инструкцийĕнче» унтер-офицер званине илнĕ хресченсен патша службинче 12 çул тăмалли çинчен каланă.

Аслă унтер-офицер взводра чи асли пулнă, кашни салтакшăн явап тытнă. Аслине кĕçĕн унтер-офицер пулăшса пынă. Кĕçĕн унтер-офицера отделени командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Унтер-офицерпа кĕçĕн унтер-офицера çарта «салтак ашшĕ» тесе хисепленĕ. Унтер-офицерсемпе кĕçĕн унтер-офицерсем çапăçура салтаксене атакăна илсе кĕнĕ, хăйсем те пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче Пĕрремĕш тĕнче вăрçине Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсенчен хутшăннă унтер-офицерсемпе кĕçĕн унтер- офицерсен ятне-хушаматне шыраса тупма май килчĕ. Эпĕ илсе кăтартакан паттăрсене пурне те «За усердие» кĕмĕл медальпе чысланă: Трофим Антонов аслă унтер-офицер _ Палтиелĕнчен, Яков Викторов кĕçĕн унтер-офицер _ Пуянкассинчен, Петр Барышев аслă унтер-офицер _ Шăмăршăран, Антон Тимофеев кĕçĕн унтер-офицер _ Хайпăларан, Сергей Белоусов кĕçĕн унтер-офицер _ Шăмăршăран, Алексей Игнатьев кĕçĕн унтер-офицер _ Ирçе Тĕккинчен, Тимофей Вериялов аслă унтер-офицер _ Палтиелĕнчен, Михаил Белов аслă унтер-офицер _ Вырăс Чукалĕнчен, Яков Явкин аслă унтер-офицер _ Шамккайран, Иван Дудкин аслă унтер-офицер _ Вырăс Чукалĕнчен, Петр Явкин кĕçĕн унтер-офицер _ Шамккайран, Григорий Щукин кĕçĕн унтер-офицер _ Шамккайран, Алексей Кириллов кĕçĕн унтер-офицер _ Пăчăрлă Пашьелĕнчен, Михаил Симурзин кĕçĕн унтер-офицер _ Çĕнĕ Чукалтан, Александр Тимофеев кĕçĕн унтер-офицер _ Улмаллăран, Семен Ильичев кĕçĕн унтер-офицер _ Вырăс Чукалĕнчен, Андрей Темерисов ратник _ Кивĕ Чукалтан, Семен Сан- дрейкин ратник _ Пăчăрлă Пашьелĕнчен, Иван Скрипин подпрапорщик _ Вырăс Чукалĕнчен, Михаил Малышев кĕçĕн унтер-офицер _ Пăчăрлă Пашьелĕнчен, Сергей Савельев кĕçĕн унтер-офицер _ Никишинăран, Михаил Уськин ратник _ Пăчăрлă Пашьелĕнчен, Федор Корчагин фельдфебель _ Никишинăран, Василий Рубцов аслă унтер-офицер _ Вырăс Чукалĕнчен, Андрей Шикин кĕçĕн унтер-офицер Кивĕ Чукалтан.

1917-çулхи Октябрьти революци хыççăн больше- виксем çĕр-шыври награда тытăмне пăрахăçланă. 1917-çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Çар служащийĕсен прависене пĕр пек тăвасси çинчен («Об уравнении в правах всех военнослужащих») Декрет кăларать, унта çапла çырнă: «Мĕн пур орденпа паттăрлăх паллисене пăрахăçлас».

Çапла вара, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен наградăпа таврăннă çынсен медалĕсем никама та кирлĕ мар пек пулса тухнă. Вĕсене ача-пăчана выляма панă та, пыра- киле çухалса пĕтнĕ. Хальхи вăхăтра округри пĕр шкул музейĕнче те _ çавăн пекех Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ краеведени музейĕнче те _ Владимир хăйăвĕллĕ мăйран çакмалли «За усердие» медаль упранмасть.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче упранакан документсемпе усă курнă).



14 марта 2025
14:33
Поделиться