Шăнкăр-шăнкăр саспа янраса Çуркунне ал пачĕ Шăмăрша!

Шăнкăр-шăнкăр саспа янраса Çуркунне ал пачĕ Шăмăрша!

МАРТĂН 8-мĕшĕнче Хĕле ăсатасси пирĕн округра тахçантанпах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та уяв асра юлмалла илемлĕ иртрĕ. Шăмăршăри тĕп лапамра уява килнисене хаваслă кĕвĕ-юрăпа кĕтсе илчĕç.

Округри культура ĕçченĕсем Хĕле ăсатмалли уява ирттерме тĕплĕн хатĕ рленнĕ, çавна пулах пĕр çынна та кичемленме памарĕç. Уçă сцена çинче илемлĕ пултарулăх коллективĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, хаваслă ташăпа чуна тыткăнларĕç. Çывăхрах спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç, кунта ытларах çамрăксем вăй виçрĕç. Ватăраххисем вĕри чей ĕçсе, тутлă пĕлĕм çисе, шăкăл-шăкăл калаçса артистсемпе спортсменсем çине савăнсах пăхрĕç.

Улăмран тунă катемпие çунтарса ярса чипер Çуркуннене кĕтсе илнĕ хаваслă самант кам чĕрине ан хумхантартăр-ха тата? «Килех, ырă Çуркунне, эпир сана тỹсеймесĕр кĕтетпĕр!» _ çапла каласа саламларĕç çулталăкăн чи илемлĕ вăхăтне уява пуçтарăннисем.

Н.ИЛЬИНА.

 



14 марта 2025
11:50
Поделиться