Шупашкар çĕкленĕ кăмăла
«ТĔП хулари пĕр кун» республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăмăршă вăтам шкулĕн 8 «а» класĕнче вĕренекенсем Шупашкарта пулнă. Экскурси вăхăтĕнче вĕсем Çар мухтавĕн музейĕпе паллашнă, ачасене уйрăмах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе çыхăннă экспонатсем интереслентернĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пулни, кунта хатĕрлекен специальноçсем çинчен тĕплĕнрех пĕлни экскурсие тата та пуянлатнă. Темиçе вĕренекен çак колледжа килĕштерни çинчен те пĕлтернĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн 8 «а» класс ачисем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче пулса «Эпĕ киле каятăп» илемлĕ фильм премьерине курнă.