Çурхи уй-хир чĕнет

РЕСПУБЛИКĂРА çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланнă. Мартăн 10-мĕшĕнче Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи «ВДС» ОООра «бирюза» сорт кĕрхи тулла минерал удобренийĕпе апатлантарма тытăннă.

Хуçалăхра кĕр тырри 2400 гектар йышăнать. Калча лайăх хĕл каçнă. Хирте паян «Туман-2» тата «Туман-3» агрегатсем ĕçлеççĕ.



14 марта 2025
11:28
Поделиться