Юр ирĕлет васкаса...
ÇАНТАЛĂК ăшăтнăçем ăшăтса пырать. Часах акă юр та ирĕлсе пĕтĕ. Вут-кăвар тухас хăрушлăх та ỹсет.
Ан манăр: пахчари тĕрлĕ çỹп-çапа, типĕ курăка кăвайт чĕртсе çунтарма юрамасть!
Вăрманта шашлăк хатĕрлени те пушар тухас хăрушлăха ỹстерет. Çавăн пекех килти хуçалăхра та çурт-хуралтă çывăхĕнче вут-çулăмпа усă курни хăрушлăх кăларса тăратать.
Енчен те пушар тухнине асăрхасан çăлав службине _ «01», кĕсье телефонĕпе _ «101», «112» номерсемпе шăнкăравлама васкăр!
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи МЧС служби.