Юрий ЛЕПЕШКИН: «Соя тупăш парасса шанатăп»

КАШНИ фермерах укçа-тенкĕ ĕçлесе тумалли май шырать. Пĕрисем _ çĕр улми çитĕнтереççĕ, теприсем хĕвел çаврăнăшне килĕштерсе пăрахнă. Шăмăршăри Юрий Лепешкин вара соя культурине анлă çул парасшăн.
_ Кăçал соя валли 150 гектар çĕр уйăратăп, _ терĕ Юрий Алексеевич манпа тĕл пулсан. _ Хамăр округра çак культурăпа ĕçлекен «Победа» ООО агрономĕнчен Артем Саблинран нумай вĕрентĕм. Пĕлетĕр-и: ỹсен тăранри белок хисепĕпе (50 процент таран) соя çут çанталăкра чăн малти вырăнта тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Николай Вавилов академик сойăна «апат-çимĕç нефчĕ» тесе хакланă. Соя çăвĕ _ ỹсен-тăран çăвĕсенчен чи пахи. Сойăна _ унра этем организмĕшĕн сиплĕ япаласем нумаййине кура _ «çут çанталăк аптеки» тесе те калаççĕ.
_ Гектарĕ паллă-ха, акма вăрлăх пур-и?
_ Элита вăрлăх кирлĕ чухлĕ хатĕрлерĕм. Им-çамласа çеç акатăп.
_ Минераллă удобренипе топливо çителĕклĕ-и?
_ Пăшăрханмалли çук: «çĕр çăкăрне» те, солярка та хĕллех туянса хутăм.
_ Сойăсăр пуçне ытти культура акасшăн та мар-и вара?
_ Акатăп: 70 гектар пăрçапа 100 гектар урпа. Çынсене çĕр пайĕшĕн валеçсе пама та тырă кирлĕ. Вăрлăх _ çителĕклĕ, пахалăхĕпе те акма юрăхлă.
_ Техника пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Манăн хурçă «утсем» _ икĕ Т-150 тата икĕ МТЗ _ хире халь тесен халь тухма хатĕр тăраççĕ. Кăкарса ĕçлемелли техника та юсавлă. Хирте ĕçлеме кадрсем çителĕклĕ.
_ Юрий Алексеевич, Эсир кĕрхи тулă та çитĕнтеретĕр вĕт-ха. Çак культура мĕнле хĕл каçрĕ?
_ Йĕркеллех пек туйăнать. Мухтанса каламастăп, çапах та лайăх тухăç илес шанăç пур.Минерал удобренийĕпе апатлантарсан калча чуна савăнтарса ешерĕ тесе шутлатăп.
_ Ăнăçу сунатăп Сире, Юрий Алексеевич!
_ Тавах! Çур акинче тепре тĕл пуличчен!
Ив.САЛАНДАЕВ калаçнă.