Чăннипех те _ халăхăн!

Шăмăршă муниципалитет окургĕнче «Халăх» ятпа хисепленекен виçĕ коллектив шутланать. Вĕсем çаксем: Шăмăршăри Халăх театрĕ, Пуянкассинчи «Аххаяс» Халăх фольклор ансамблĕ тата «Антонина» Халăх ача-пăча ташă коллективĕ.

Йĕрке тăрăх, виçĕ çулта пĕрре халăх коллективĕсен республика шайĕнче хăйсен ятне тепĕр хут çирĕплетсе памалла. Кăçалхи смотр мартăн 4-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче иртнĕ. Республика комиссийĕ _ округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен ĕçне пысăк хак парса _ виççĕшĕ те «халăх» ята тивĕçлĕ пулнине палăртнă.



21 марта 2025
13:07
Поделиться