Чун-чĕре пĕрлĕхĕ
Çар заданийĕнчен таврăнсан çывăхри магазина çул тытрăм. Тутлине те ас тивес килет-çке.
Прилавок патĕнче паллакан сутуçăпа калаçу хускатрăмăр. Сутуçă мана пĕр тĕлĕнмелле истори каласа пачĕ.
... Пĕр çамрăк салтак час-часах ку магазина çỹренĕ, ытти салтак (тухса çỹреме те, тавар туянма май килмен вĕсен) валли апат- çимĕç туяннă. Салтак хăй валли мар, юлташĕсем валли япала килсе илнĕ. Укçи-тенки унăн тỹрех тупăннă (хальхи лару-тăрура алăра укçа тăни _ сайра пулăм). Кивçене кĕрес пулсан та, салтак сутуçа пус таранччен каялла тавăрнă. Çакăн пек йĕркелĕх унăн юнĕнче пулнă.
Темиçе эрне иртнĕ _ салтак магазина урăх килмен. Кайран паллă пулнă: вăл çапăçура пуçне хунă иккен, «çỹлти çарпа» хутшăннă. Хăй хыççăн пысăк парăм хăварнă.
Сутуçă вара йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ: пĕр енчен _ ун хăйĕн пурнăçĕ, çемйи, ĕçĕ; тепĕр енчен _ таса чунлă çамрăк _ астăвăм.
Пĕр кунхине магазин алăкĕ яриех уçăлса кайнă _ çар çыннисен ушкăнĕ кĕрсе тăнă. Сутуçă хăш-пĕрне палласа илнĕ: вĕсем хайхи вилнĕ салтакпа магазина килкеленĕ. Салтаксем шăпăрт кăна прилавок умне пырса тăнă:
_ Миçе тенкĕ парăм юлнă Унăн?
Кашниех кĕсйинчен укçа кăларнă, кирлĕ чухнехинчен те ытларах пухăннă вăл. Çакă _ укçа-тенке тавăрса пани çеç мар, пуç хунă юлташне асра тытни те, çарти юлташлăх та, ыр ĕçшĕн тав туни те. Кун пирки сутуçă куççульпе пĕлтерчĕ, юлашкинчен хыттăн йĕрсе ячĕ. Эпĕ çакна ăнлантăм: ĕç кунта кивçене тавăрнинче кăна мар, чун-чĕре пĕрлĕхĕнче. Çамрăксем, кивçене тавăрса панă май, çарти юлташне асра тытнине, унăн таса ятне упранине çирĕплетнĕ. Раççей салтакĕнче чыс, шанчăклăх, пĕр-пĕрне юлашки самантченех пулăшас туртăм вăйлă. Çĕр-шывăмăр хăвачĕ шăпах _ пĕрлехи ыратупа, пĕрлехи шанчăкпа тата ытти хаклăхпа çыхăннă хỹтĕлевçĕсенче!
Судук.