«Элита вăрлăхпа акасшăн»
ПАТИРЕКРИ Алевтин Алеев фермер маларах лесникра ĕçленĕ, çĕр-çĕр тĕп çамрăк вăрман лартса çитĕнтернĕ.
_ Ял пурнăçне вăрмантан ытларах юратнипе фермер ĕçне кỹлĕнтĕм, _ тет паян Алевтин Минзалович. _ Атте _ нумай çул «Искра» колхоз пред- седателĕнче ĕçленĕ Минзалтдин Галявутдинович çапла калатчĕ: «Пирĕн ăрура çĕре юратман çын пулмалла мар, хура тăпра ырлăхĕпе хăвăн телейне тупмалла».
Алевтин Алеевăн техника паркĕ çĕнех мар: «Кировец» та, икĕ МТЗ та нумай çул суха тунă. Ăста алăсем юсанипе, тракторсем хирти ĕçре шанчăклă. Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх техники те çур акине хатĕр. Хальлĕхе 10 тонна ытла минерал удобренийĕ туяннă. Тата çакăн чухлĕ илсе килме килĕшсе татăлнă. Солярка 4 тонна пур, çурхи ака валли çителĕклĕ.
_ Паллах, саппас та кирлĕ, _ сăмахне малалла тăсрĕ Алевтин Минзалович. _ Тата 2 тоннăран кая мар топливо туянасшăн. Малашне солярка хакĕ мĕнле пулассине пĕлейместĕн, çавăнпа та вырма ĕçĕ пирки те паянах шутламалла. Хире кĕркунне сухаланипе, халĕ ĕç калăпăшĕ чакать: сỹрелемелле тата культиваци туса тырă акмалла çеç. Фермер тĕш тырă вăрлăхне тĕпрен çĕнетме, кăçал элита сорт туянма палăртнă. Çывăх кунсенче турттарса килме шутлать. Вăрлăха им-çамласа çеç акасшăн.
_ 100 гектар _ çурхи тулă, çакăн чухлĕ урпа акатăп, _ пĕлтерчĕ Алевтин Минзалович. _ Пĕлтĕр кĕр тырри акса хăварманшăн хытă ỹкĕнетĕп. Çынсем манран ăслăрах пулчĕç, калча лайăх хĕл каçни курăнать. Малашне çак йăнăша тăвас марччĕ. Кăçалхи кĕркунне ыраш акас шухăш пур.
Çакăн пек ĕçлесе пурăнать Патирекри фермер, округ Пухăвĕн депутачĕ Алевтин Алеев. Тырăсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх валли пĕр çул ỹсекен курăк та акса çитĕнтерет, пĕр гектар çĕре те пушă вырттармасть.
Ив.Саландаев.