Геннадий Димитриев : «Салтакра купăспа чăваш кĕвви шăрантараттăм»

Геннадий Димитриев : «Салтакра купăспа чăваш кĕвви шăрантараттăм»

«ПУÇЛĂХСЕМ çинчен çеç мар, ахаль çынсем _ трактористсемпе шоферсем пирки те _ çырăр-ха», _ терĕç мана Кара- пай Шăмăршă ялĕнче хаçат ĕçĕпе пырсан.

Тĕрĕссипе, пуçлăхсене питех мухтаман та-ха, вăл е ку фермерăн ĕçри çитĕнĕвне çырса кăтартнă çеç. Çапах та водительсем çинчен питех çырманнине йышăнмаллах. Тата, округра предприятисемпе колхозсем çук чухне, пĕр вырăнта нумай çул ĕçлекен шофера ăçтан шыраса тупмалла?

«Шыракан _ тупать», _ тесе ваттисем ахальтен каламан çав. Пур иккен Шăмăршăра хаçат страницине илем кỹме пултаракан ĕçчен çынсем! Вĕсенчен пĕри _ «Шăмăршăри Коопторг» ООО водителĕ Геннадий Димитриев. Пуçласа руль умне ларнăранпа 47 çул çитнĕ. Калама кăна вĕт: çывăхартса кăна шутласан та, Геннадий Александрович хăйĕн пурнăçĕнче автомашинăпа 2 миллион километр ытла çул çỹренĕ!

Геннадий Димитриев вăрманлă, улăх-çаранлă, çу кунĕсенче шăпчăк сассипе янăраса тăракан Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче 1960-çулхи январĕн 31-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ.

_ Каçхине шăпчăксемпе ăмăртмалла хут купăс калаттăм, _ иртнĕ çамрăклăхне ăшă кăмăлпа аса илет Геннадий Александрович. _ Купăс калакана салтакра та хисеплетчĕç, юлташсемпе каннă вăхăтра тата концертсенче чăваш кĕввине шăрантараттăм.

Ялти вăтам шкул хыççăн Гена хăйĕн сакăр юлташĕпе пĕрле Ульяновск облаçĕн Сенгилей хулине водителе вĕренме кайнă. Ун чух шофер ялта чи хисеплĕ професси шутланнă вĕт-ха, нумай арçын ача алла руль тытма ĕмĕтленнĕ. Училищĕрен III-класлă слесарь-водитель специальноçне илсе тухсан нумай та вăхăт иртмест _ Совет Çарне кайма черет çитет. Карапай Шăмăршă каччи Сывлăш Çар Вăйĕсен (ВВС) чаçĕнче икĕ çул хушши салтак пăтти çиет. Çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕн ашшĕпе амăшне командирсем Тав çырăвĕпе савăнтараççĕ. Ывăл маттур салтак пулни камăн кăмăлне ан çĕклетĕр-ха? Ача çуралсанах: «Салтака юрăхлă пултăр!» _ тесе пехиллемен-и ваттисем?

Çартан таврăнса шинельне хывсанах Геннадий Димитриев Шăмăршăри «Сельхозхимия» пĕрлешĕве ĕçе вырнаçать. ЗИЛ маркăллă самосвалпа удобрени, çĕр кăмрăкĕ тата ытти груз турттарать. Вырма вăхăтĕнче Канаш тата Тутарстанри Пăрăнтăк элеваторĕсене _ колхозсен тыррине, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă заводне сахăр чĕкĕнтĕрĕ леçет. Ытти ĕç те тупăнсах тăнă. Нихăçан та ỹркенмен. Ахальтен мар ĕнтĕ хастар водителе «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăпа тата Хисеп грамо- типе чысланă.

«Чăвашпотребсоюзăн» 2-мĕш автобазине ĕçе вырнаçсан та Геннадий Димитриев малтисен шутĕнче пулнă. КамАЗ автомашинăпа район лавккисене тĕрлĕ тавар турттарнă, инçе рейса та кайма тивнĕ.

Шăмăршă райповĕн тытăмĕнче Геннадий Александрович темиçе хутчен те ăмăртура мала тухнă. КамАЗ, ГАЗ-53 автомашинăсемпе тата автобуспа ĕçлесе коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Ăна Центросоюзăн «Потребкооперацире 25 çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» тата «Раççей потребкооперацийĕ 190 çул тултарнă ятпа» хисеп паллипе, Мухтав хучĕпе чыс- ланă. «Чăвашпотребсоюзăн» Хисеп грамотине виçĕ хутчен илме тивĕçнĕ. Геннадий Александровича «Чăваш Республикинчи потребкоопераци ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсем панă.

Хальхи вăхăтра Геннадий Димитриев «Шăмăршăри Коопторг» ОООра «Газель» автомашинăпа ĕçлет, тĕрлĕ хулана çỹресе хамăрăн округ валли тавар турттарать.

Геннадий Александрович _ лайăх çемье хуçи. Мăшăрĕпе _ Ваттисен çуртĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Антонина Вячеславовнăпа _ ашшĕпе амăшĕн никĕсне çирĕп тытса пыраççĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Асли _ Наталия _ Раççей Çарĕн прапорщикĕ. Ольга _ культура ĕçченĕ, Шăмăршăра вăй хурать. Геннадий Александровичпа Антонина Вячеславовнăна икĕ мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ. Тĕп киле пурте пĕрле пуçтарăнсан Геннадий Димитриев аллине хут купăс тытать те, çамрăк чухнехи хавхаланăва чĕринче тепĕр хут чĕртсе тăратса, чăваш кĕвви калать...

Ив.САЛАНДАЕВ.



21 марта 2025
14:19
Поделиться