«Ывăлсемпе мăшăрсене Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр!»

«Ывăлсемпе мăшăрсене Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр!»

Патирекре çуралса ỹснĕ, халĕ Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтер пирки округра лайăх пĕлеççĕ. Вăл ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас-ăсатас енĕпе хастарлăх кăтартать.Патриотизм туйăмĕллĕ тутар хĕрарăмĕ çак кунсенче хăй пурăнакан хваттере Патирек тата Палтиел хĕрарăмĕсене пуçтарчĕ. Хăнасем _ СВО участникĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсем, Палтиел территори уйрăмĕн тата Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Кахăрлă ялĕн хисеплĕ хĕрарăмĕсем. Чăвашсен _ Мăнкун, тутарсен Рамадан типписен вăхăтĕнче икĕ наци çыннисем пухăнни _ туслăхпа пĕрлĕх палли.

Кĕреке апăстайсен кĕллинчен пуçланчĕ. Вĕсем чĕррисемшĕн тата вилнисен чунĕсемшĕн Аллахран пулăшу ыйтрĕç. Унтан, мусульмансен йăлипе, хĕрарăмсем пĕр-пĕрне парне пачĕç. РФ Чăваш Енри социаллă фончĕн округри клиент службин ертỹçи Татьяна Фадеева Шăмăршă ял территори уйрăмĕн ятĕнчен Гелия Хамдеевăна Тав çырăвĕпе чысларĕ. Тав çырăвĕнче ятарлă çар операцийĕнче тăракансене гуманитари пулăшăвĕ парассинче Гелия Керимулловнăн тỹпи пысăккине палăртнă.

Хĕрарăмсем тулли кĕрекере сăйланнă май тыл тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ _ 93-ри Василя Мухаметзянова, ЧР «Россельхозбанк» АО Шăмăршăри филиалĕн допофисĕн управляющийĕ Галия Идрисова, çак йĕркесен авторĕ (Палтиел), Мадина Замалтдинова (Çĕнĕ Кахăрлă) сăмах каларĕç. Вĕсем салтаксен амăшĕсене, çывăх çыннисене чăн-чăн хỹтĕлевçĕсемшĕн тав турĕç, пурне те фронтри салтаксене тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илмешкĕн ырлăх- сывлăх сунчĕç.

_ Шанатпăр: ывăлăмăрсемпе мăшăрăмăрсене пурне те ырă-сывă тата Çĕнтерỹпе кĕтсе илетпĕрех! _ терĕç пĕр шухăшлăн хĕрарăмсем.

Зинаида Воробьева.



21 марта 2025
13:33
Поделиться