Комплекслă программăна кĕртнĕ
Чăваш Республикин аталанăвĕн Комплекслă программине Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурнăçлама палăртнă 12 проекта кĕртнĕ.
Акă Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер хуçалăхĕнче 2025-2026-çулсенче _ 200 вырăнлă пăру витине реконструкцилесе модернизацилемелле, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер хуçалăхĕнче 2025-2027-çулсенче _ самăртакан вăкăрсем валли вите, Шăмăршăри Александр Его- ров фермер хуçалăхĕнче 2025-2026-çулсенче _ 100 вырăнлă пăру вити, Пуянкассинчи Геннадий Макаров фермер хуçалă- хĕнче 2025-2026-çулсенче _ пăру вити, Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ООО-ра 2027-2028-çулсенче тырă хранилищи тумалла, Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕнче 2026-2027-çулсенче тырă хранилищине реконструкцилесе пысăклатмалла.
«Победа» ООО 2025-2030-çулсенче сойăна тата çу паракан культурăсене тарăннăн ĕçе кĕртекен комплекс туса хута ярасшăн. Геннадий Макаров фермер вара туризма аталантарма шутлать: 2025-2026-çулсенче туристсем валли хăна çурчĕсем туса лартма палăртать.