Крым Раççей йышĕнче пулнине чысларĕç
МАРТĂН 18-мĕшĕ _ Крым Раççей йышĕнче пурăнма пуçланине паллă тумалли кун. 9 çул каялла _ 2014-çулхи мартăн 18-мĕшĕнче _ Крымпа Севастополь Раççей йышне таврăннă. Çур утрав çинче пурăнакан граждансем референдумра хăйсен пурнăçне Раççейпе çыхăнтарма йышăннă. Пирĕншĕн çак кун _ пĕрлĕх, тĕрĕслĕх тата çĕр-шыв мухтавĕн символĕ.
Крым Раççей йышне таврăннине чысласа мартăн 18-мĕшĕнче Шăмăршăри тĕп лапамра пысăк концерт пулчĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе илемлĕ пултарулăх коллективĕсем çарпа патриотизм темипе çырнă юрăсем шăрантарчĕç.