Окоп çурти тума парафин кирлĕ

ШĂМĂРШĂРИ халăха социаллă пулăшу паракан центрта (Ваттисен çуртĕнче) ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли окоп çурти хатĕрлени çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа темиçе çĕр çурта хатĕрлесе фронта ăсатрăмăр.

Округра пурăнакансем çурта валли шăвăç банка пуçтарса питех те ырă ĕç тăваççĕ. Çак ĕçе районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ йĕркелесе-ертсе пыни те савăнтарать.

Шел те, хальхи вăхăтра окоп çурти хатĕрлеме парафин пĕтсе çитрĕ. Парафина яланах хамăр укçапа туянма пултараймăпăр. Çавăнпа та эпир округра пурăнакансенчен, предпринимательсемпе ырă кăмăллă кашни çынран пулăшу ыйтатпăр. Парафин туянма мĕн чухлĕ те пулин укçа парса пулăшсан _ пирĕн ĕç нумай мала кайĕччĕ. Хăвăрăн укçăра Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центра (Ваттисен çуртне) кỹрсе парсан тем пек тав тунă пулăттăмăр. Пĕлсе тăма: парафин туянма маларах 43 çын 3650 тенкĕ укçа панăччĕ. Вĕсене пурне те чĕререн тав тăватпăр.

К.ЕМЕЛЬЯНОВ, «кĕмĕл» волонтер, фронт валли окоп çурти хатĕрлекен ăстаçă.



21 марта 2025
14:25
Поделиться