Паттăрсем _ юнашар

Паттăрсем _ юнашар

Ятарлă çар операцийĕнчи Васан çамрăкĕсен йышĕнче чикĕ хуралçисем пулнă икĕ çамрăк тăрать. Вĕсем: Алексей Измуков (тинĕс çинчи патшалăх чиккинче хуралта тăнă) тата Николай Тихонов (патшалăхăн типĕ çĕр чиккине сыхланă). Сăмахăм _ Н.Тихонов çинчен.

Малтан палăртса хăварам. Чикĕри çарсем Федерацин Хăрушсăрлăх Службине кĕреççĕ. Унта ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен вăйлă, паттăр та хастар, çирĕп ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, тирпейлĕ, чăтăмлă (ывăна пĕлмесĕр чупма, ишме пултаракан), кирек хăш хĕç-пăшалтан та тĕл пеме пĕлекен çамрăксене суйласа илеççĕ. Ахальтен каламан:

_ Чикĕ хуралçин _ вутра та çунмалла мар, шывра та путмалла мар, йĕс пăрăхран та тĕрĕс-тĕкел тухма пултармалла.

Аслă Аттелĕх вăрçин Çĕнтерỹ Маршалĕ Георгий Жуков хăйĕн аса илĕвĕнче çапла çырнă: «Чикĕ хуралçисем _ чăн-чăн паттăрсем. Вĕсем пур çĕрте _ яланах йĕркелĕх, çавăнпа эпĕ вĕсем тăракан вырăнсемшĕн пĕртте пăшăрханман».

Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне иртнĕ уйăхра кăна-ха Николай Тихонов яла канма килсен çирĕплетрĕ. Кĕске вăхăтрах Николай Иванович тăван шкул ачисемпе тĕл пулчĕ, вĕсемпе Паттăрлăх урокне ирттерчĕ. СВОра хăйсене хĕрхенмесĕр çапăçакан юлташĕсемпе пĕрле туяннă пылесоса ача садне парнелерĕ. Ун хыççăн Шăмăршă вăтам шкулне çитрĕ, вĕренекенсене Тăван çĕр-шывăмăра хỹтĕлесе Украинăри фашистсен бандисемпе мĕнлерех çапăçни, Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен салтакĕсем çар тивĕçне мĕнлерех пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи кунне халалланă митингра, ирĕклĕхпе тĕрĕслĕхшĕн пыракан йывăр çапăçусем çинчен пĕлтерчĕ. Февралĕн 28-мĕшĕнче Шăмăршăра пурăнакан отставкăри чикĕ хуралçисемпе пĕрле кỹршĕллĕ Тутарстанăн Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялне йыхравпа тухса кайрĕ. Унта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă чикĕ хуралçине Николай Игнатьева юлашки çула ăсатма хутшăнчĕ. Хурлăхлă митингра Васан арĕ çирĕппĕн çапла каларĕ: _ Шанса тăрăр, юлташсем, тăшман мĕнле хаяр пулсан та, эпир вĕсене çапса аркататпăрах. Пире ют çĕр-шывăн çĕрĕ кирлĕ мар, хамăрăнне вара пĕр шит те памастпăр! Пирĕн ĕç _ тĕрĕслĕхшĕн! Пирĕнпе _ Турă! Çĕнтерỹ _ пирĕн енче пулать!

...Николай Иванович çар тивĕçне артиллеристсен взводĕнче пурнăçлать, вăл _ водитель. Отпускран хăйĕн подразделенине таврăнсан Н.Тихонов гварди ефрейтора савăнăçлă лару-тăрура, Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024-çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче алă пуснă Указпа килĕшỹллĕн, 2-степеньлĕ «Хăюлăхшăн» («За храбрость») медальпе чысланă.

Службăри характеристикăра ун пирки çапла çырнă: «Çапăçу условийĕсенче Н.И.Тихонов çирĕп дисциплинăпа, яваплăхпа палăрать. Çар служащийĕн çỹллĕ шайри професси ăсталăхĕ ăна умри задачăсене тĕрĕс те хăвăрт пурнăçлама май парать. Çар техникине питĕ лайăх пĕлнине кура ăна эксплуатацилеме тата пăхса-юсаса тăма пултарать. Çапăçăва тухса кайнă, аманнисене эвакуациленĕ, малти позицие кирлĕ япаласемпе тивĕçтернĕ чухне хăйне çирĕп тытать. Çар хатĕрленĕвĕнче çĕнĕ мелсемпе меслетсене алла илет, професси тĕлĕшĕнчен ăсталăх шайне ỹстерсех пырать. Коллективраăна пуçарулăхшăн, шанчăклăхшăн хисеплеççĕ». Çавăн пекех ентешĕмĕре «30 ОМ с БР артиллерийĕн службинче тăнăшăн» медальпе (2024-çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕ) наградăланă.

Николай Тихоновăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пирки хăй тăракан гварди уйрăм мотострелоксен бригадинчен Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева янă Тав çырăвĕ те çирĕплетет. Çырура Н.И.Тихонов гварди ефрейтор СВОна хутшăннăранпах çапăçура шанчăклă юлташ пулнине, çар задачисене пурнăçланă чухне тата перкелешỹ вăхăтĕнче, пурнăçăн йывăр условийĕсенче хăйне çирĕп тытнине, хĕç-пăшалпа пĕлсе усă курнине, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Регион Пуçлăхне Николай Ивановичăн çемйин членĕсене Тав çырăвне чаплă лару- тăрура памалли çинчен пĕлтерме ыйтнă. Николай Тихонов пек çар служащийĕсем çинче тытăнса тăрать ĕнтĕ килес Çĕнтерĕвĕн никĕсĕ. Вĕсем _ пирĕн мухтавăмăр!

 Егор Сетриванов, Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçи.



21 марта 2025
13:32
Поделиться