Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх иккĕмĕш çул

Юлашки тырра та _ фронт валли
1942-Çулхи çуркунне вăраха тăсăлнă. Юр хăвăрт ирĕлменнипе, кайран пĕр чарăнми çумăр пĕрĕхнипе Шăмăршă районĕнчи колхозсем çур акине пысăк нушапа ирттеркеленĕ. Вăрман хĕрринчи йĕпе лаптăксене акмасăрах хăварнă.
Ырхан лашасемпе тата вăкăрсемпе нушаланса 19 184 гектар çĕре «шуратма» вăй çитернĕ. Арçынсене фронта илнипе, нумай çĕрте ертсе пыракан вырăнсене хĕрарăмсемпе хĕрсене шанса панă. Районти 32 колхоз председателĕнчен улттăшĕ хĕрарăм пулнă. 101 уй-хир бригадинчен _ 54-ăшне, 32 выльăх-чĕрлĕх ферминчен 17-ĕшне хĕрарăмсем ертсе пынă.
1942-çулта Шăмăршă районĕнче çак колхозсем шутланнă: «Мотор» (Энтĕрьел), «Труженик» (Шăмăршă), «Новая деревня» (Çĕнĕ Шăмăршă), «Динамо» (Кивĕ Шăмăршă), «Знамя труда» (Ярăслав), «1 мая» (Хайпăла), «Красная звезда» (Палтиелĕн чăваш пайĕ), «Кзыл юл» (Палтиелĕн тутар пайĕ), «Искра» (Патирек), «Сталь» (Патирек), Сталин ячĕллĕ (Анат Чаткас), «Красный воин» (Тури Чаткас), М.Горький ячĕллĕ (М.Горький паççулкки), «Триер» (Триер паççулкки), «Красный Вазан» (Хĕрлĕ Васан паççулкки), «Канаш» (Канаш паççулкки), «Заря» (Пуянкасси), «Знамя Октября» (Кахăрлă Шăхаль), «Победа» (Васан), «Правда» (Виçпỹрт Шăмăршă), «Мекш» (Ирçе Тĕкки), Вороши- лов ячĕллĕ (Карапай Шăмăршă), Чапаев ячĕллĕ (Çĕнĕ Тăрăн), «Юлташ» (Асанкасси), Калинин ячĕллĕ (Пăчăрлă Пашьел), «Красная Нива» (Пăчăрлă Пашьел), «Красный пахарь» (Кивĕ Чукал), «Светлый путь» (Шамккай), «Красный партизан» (Вырăс Чукал), Чапаев ячĕллĕ (Пулмантăш), «Маяк революции» (Пĕрремĕш Никишино), «Заря свободы» (Иккĕмĕш Никишино) тата Космовский ячĕллĕ (Улмаллă). Пирĕн районтан 1941-1942-çулсенче 110 трактористпа комбайнера Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1942-çулхи çур акине ирттерме пурĕ 34 трактор, 17 сеялка, 17 культиватор, 42 плуг, вĕсемпе ĕçлеме 68 тракторист _ çав шутра 24 хĕр механизатор юлнă.
Уй-хир ĕçĕсенче лашасемпе тата вăкăрсемпе те усă курнă, ĕнесене те кỹлме вĕрентнĕ. Çĕр ĕçне алă вăйĕпе тетунă. Ĕçлеме пултаракан кашни çын _ ватти-вĕтти таранах _ тухнă. Вĕсем акара, тыр çинче, кăлатсенчи кĕлтесене çапнă тапхăрта ир тытăнса сĕм тĕттĕмччен тата каçхи сменăра талăкра 12-18-шар сехет ĕçленĕ.
1942-çулта çурхи акара кондицие ларман вăрлăхпа усă курнă, çитменнине тата 3 пин гектар çинчи тырра пăр çапнă. Район питĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Колхозсенче вăрлăх кирлин 50 проценчĕ чухлĕ çеç пулнă, акара 32 лаша çеç ĕçлеме пултарнă. Çакна шута илсе, парти обкомĕ Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсене çур аки ирттерме 200 лаша (Шăхасан, Чурачăк, Çĕрпỹ, Красноармейски районĕсенчен) парса пулăшма йышăннă. Мĕнле йывăр пулсан та, район фронта ял хуçалăх продукчĕсемпе тивĕçтерме тăрăшнă. Ял çыннисем, хăйсем выçă ларсан та, вăрçăра çапăçакан салтаксемпе офицерсемшĕн нимĕн те шеллемен. 1942-çулхи январĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн район çыннисем Оборона фондне 46 409 тенкĕ укçа, 62 075 тенкĕлĕх патшалăх займĕн облигацийĕсене, 700 центнер тырă хывнă, «Комсомолец Чувашии» авиаэскадрилья тума 27 пин тенкĕ укçа пухса панă.
Сăмахран, Карапай Шăмăршăри Ворошилов ячĕллĕ колхоз хăй кăна 120 пин, çав шутра _ ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ Романов 50 пин тенкĕ _ укçа хывнă. Баскакри вăрманпромхоз ĕçченĕсен коллективĕ «Лесоруб Чувашии» танк колонни тума 50 пин тенкĕ, самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звени валли 13 пин тенкĕ укçа пухса панă.
Район çыннисем фронт валли ăшă тумтир, ытти хатĕр нумай ăсатнă. Чаткассем 172 штук _ сурăх тирĕ, 169 килограмм _ çăм, 49 мăшăр _ алса, 20 мăшăр _ пурттенкке, 9 _ çĕлĕк, асанкассисем 15 мăшăр _ кăçатă, 17 мăшăр _ алса, 10 килограмм _ çăм, патирексем 144 штук _ сурăх тирĕ, 82 килограмм çăм пухса панă тата ытти те.
Тиртен районта вăрăм тата кĕске кĕрĕк, жилет, алса тулĕ çĕленĕ, çăмран кăçатă йăваланă, алса-чăлха çыхнă. Çапла вара ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне фронта ăсатма Шăмăршă МТСĕн складĕнче çакăн чухлĕ тум- тир пуçтарăннă: 322 мăшăр _ кăçатă, 143 _ кĕске кĕрĕк, 410 мăшăр _ çăмран çыхнă алса, 410 мăшăр _ нуски, 135 _ çĕлĕк, 30 _ ватăллă куртка, 61 _ ватăллă шăлавар, 400 _ ал шăлли, 72 _ минтер пичĕ, 32 _ простынь, 420 мăшăр _ пурттенкке, 75 _ çăм жилет, 43 мăшăр тир алса. Çак тумтире пĕр тăхтаса тăмасăр фронта ăсатнă.
Вăрçă çулĕсене куççуль витĕр аса илетчĕç...
«...Вăрçă вăхăтĕнче эпир тăраниччен пĕрре те çисе курман. Шкулта кунне пĕрре шĕвĕ апат пĕçерсе паратчĕç-ха, анчах вăл тăранмалăх çитмен. Çăкăр-пашалу мар, çĕр улми те пулман. Пĕтĕмпех фронта ăсатнă.
1942-çулхи хĕлле шартлама сивве аран чăтса ирттертĕмĕр. Çуллахи кунсем иртсен йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланчĕ. Пахчана лартнă çĕр улмине те 10-15 витре кăна пуçтарса кĕртейрĕмĕр. Çур пахчари улма йĕпепе çĕрсе кайнăччĕ.
Выçлăх çулĕ пуçланчĕ. Ял çыннисем выçăллă-тутăллă пурăнса шыçăнса каятчĕç, уйрăмах пĕчĕк ачасем вилетчĕç. Хырнă çĕр улми çине тĕрлĕ курăк _ мăян, ут кăшкар çулçисене хутăштарса _ яшка пĕçерсе çинĕ. Хăшĕ-пĕри, нимĕн те çимелли çуккипе, хăма кĕрпине яшкана ярса çинĕ хыççăн вилсе кайнă. Çуркунне, хир юртан тасалсан, пахчара хĕл каçнă çĕр улмине чакаласа кăлараттăмăр та, шăннă улмаран (крахмалтан) пашалу пĕçерсе çинĕ. Колхоз хирне, тырă пиçсе çитсен пучахне шĕкĕлчесрен, пăшаллă çын сыхлатчĕ. Кĕсьере пĕр-икĕ ывăç тырă тупсан та, ун чух тĕрмене хупнă».
(Агафия Петровна ВАСИЛЬЕВА тыл ветеранĕ аса илнинчен. Васан ялĕ.)
ххх
«...Лашасене вăрçа илсе кайсан вăкăрсене кỹлме вĕрентрĕмĕр. Вăкăрпа çĕре сỹрелеттĕмĕр, сухалаттăмăр, кĕлте турттараттăмăр. Пĕр ача тилхепе тытса пыратчĕ, тепри пушăпа хăратса хăвалатчĕ. Каярахпа икĕ вăкăра пĕрле плуга кỹлсе сухалама пуçларăмăр. Хĕл кунĕсенче вăкăрпа Кучек вăрманне вутта çỹренĕ. Вăкăрсем ывăнсан çул çинех выртатчĕç те _ хăть йĕр, хăть кăшкăр, канмасăр та тăмастчĕç...»
(Николай Васильевич КОЗЛОВ тыл ветеранĕ аса илнинчен. Кивĕ Шăмăршă ялĕ.)
Шефа илнĕ 324-мĕш девизи
ШĂМĂРШĂ районĕ фронтра çапăçакан 324-мĕш стрелковая дивизие шефа илни çинчен хальччен ниçта та çырман. Чăваш патшалăх истори архивĕнчи документсемпе паллашсан, шăмăршăсен пулăшăвĕ самаях пысăк пулнине çирĕплетме пулать. Акă 1942-çулхи апрель уйăхĕнче фронтри боецсем патне Май уявĕн парнисене ярса панă: 14 килограмм _ ăшаланă аш, 45 штук _ ăшаланă чăх тата 2 штук _ хур тушки, 195 килограмм _ килте хатĕрленĕ кăлпасси, 10 килограмм _ тăварланă сар çу, 333 килограмм _ пыл, 680 штук _ чăх çăмарти, 324 килограмм _ булка, 285 килограмм çăнăх тата ытти продукт. Кивĕ Чукалти «Красный пахарь» колхоз ĕçченĕсем 1 пăта яхăн _ махорка, 5 литр _ лавкка эрехĕ, Шăмăршă типографийĕпе редакци чикарккă çавăрмалли тата çыру çырмалли шурă хут касăкĕ (10 килограмм ытла) парнеленĕ.
Салтаксене пуринчен ытла махоркăпа хаçат хучĕ килĕшнĕ иккен, вĕсем посылкăсене фронта леçнĕ çынсем урлă тав сăмахĕ каласа янă.
1942-çулхи декабрь уйăхĕнче шăмăршăсем 324-мĕш дивизи валли Çĕнĕ çул парни ăсатнă: Хĕрлĕ Çара пурĕ 103 посылка (1268 килограмм) ярса панă. Пуянкассинчи «Заря Октября» колхоз _ 9, Шамккайри «Светлый путь» колхоз _ 9, Шăмăршă вăтам шкулĕ 5 посылка янă. Вăрçăн хаяр çулĕсенче фронта _ апат-çимĕç, çар завочĕсем валли чĕр тавар хатĕрлесе парас тĕлĕшпе тата тыр-пул çитĕнтерессипе «Заря», «Знамя Октября», «Канаш» (виççĕшĕ те Пуянкасси ял Советне кĕнĕ), Никишинăри «Заря свободы», Космовский ячĕллĕ, «Маяк революции», Кивĕ Чукалти «Красный пахарь», М.Горький паççулккинчи М.Горький ячĕллĕ, Триер паççулккинчи«Триер» колхозсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Тыр çинче лайăх ĕçленĕшĕн «Заря», «Канаш», Космовский ячĕллĕ колхозсене республикăри Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Кĕскен те пулин Шăмăршă районĕ шефа илнĕ дивизи çинчен каласа хăварар. 324-мĕш стрелковăй дивизие 1941-çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çав çулăн октябрĕн 23-мĕшĕччен Шупашкарта йĕркеленĕ. Унта Шăмăршă çар военкоматĕнчен кайнă 400 ытла боец çапăçнă.
Дивизи 1941-çулхи октябрьте Федор Голиков генерал-лейтенант ертсе пыракан 10-мĕш резерв армийĕн йышне кĕрет. 1941-çулхи декабрьте Мускав патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Тула, Калуга облаçĕсенчи хуласемпе ялсене нимĕç пусмăрĕнчен ирĕке кăларать.
Вăрçă çулĕсенче дивизи 2 пин километра яхăн çуран утса тухать, 1800 ытла ял-хулана тăшман аллинчен туртса илет. Дивизири 12 613 салтакпа офицера Тăван çĕр-шыв орден тата медаль парса чыслать. Хăйĕн çапăçури çулне 324-мĕш дивизи Кенигсберг (Калининград) хулинче вĕçлет.
Çар ĕçне вĕреннĕ
ÇАПĂÇАКАН çара çĕнĕ боецсемпе тивĕçтерсе тăрас тĕллевпе, 1941-çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче Оборонăн патшалăх комитечĕ 15 çултан пуçласа 50 çула çитичченхи граждансене обязательнăй йĕркепе çар ĕçне вĕрентесси çинчен (всеобуч) Постановлени кăларать. Çавна май Шăмăршă районĕнче те çар вĕренĕвĕн кустри пунктне йĕркелеççĕ. 1941-1942-çулсенче всеобуч урлă районта 914 снайпер, минометчик, пулеметчик тата танка сирпĕтекен (истребитель танков) хатĕрленĕ. 1942-1943-çулсенче 78 хĕре телефонистка, радистка пулма тата ытти специальноçа вĕрентнĕ. Осоавиахим урлă 25 ПВХО инструкторĕпе 23 стрелок хатĕрленĕ.
Районти вăтам шкулсенче 8-10-классенче ятарлă çар хатĕрлĕхне (обязательная военная подготовка) вĕрентме пуçлаççĕ, çак вĕренĕве çар комиссарĕ хăй контрольлесе тăнă.
50 çултан пуçласа 55 çула çитичченхи граждансене ĕç çарне (трудармия) явăçтарнă, вĕсене Ижевск, Златоуст, Горький (Чулхула) хулисенчи çар завочĕсене, Кузбасри кăмрăк шахтине ĕçлеме янă.
Килти ху Çалăхран _ салтаксем патне
ÇĔРПỸ районĕнчи «Цивильстрой» колхоз Оборона фончĕ валли килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе парасси пирки тунă пуçарăва Шăмăршă районĕнче пурăнакансем ырласа кĕтсе илнĕ.
1942-çулхи февраль уйăхĕ тĕлне 140 пуç _ сысна, 220 пуç __ сурăх, 100 штук ытла хурпа кăвакал çитĕнтерсе панă. Асанкассинчи «Юлташ» колхоз ĕçченĕсем килти хуçалăхра 15 пуç _ сурăх, 18 пуç сысна çитĕнтерсе оборона фондне ăсатнă. 1942-çулхи январĕн 20-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕн ĕçченĕсем Оборона фондне 46 409 тенкĕ _ укçан, 62 075 тенкĕлĕх патшалăх займĕн облигацине хывнă. Комсомолецсемпе союзра тăман çамрăксем нимĕç оккупацийĕнчен ирĕке кăларнă облаçсем валли вĕренỹре кирлĕ 588 япала, 438 учебник, çав шутра Шăмăршă вăтам шкулĕ _ 250 кĕнеке, Никишино ялĕ 20 стакан, 12 турилкке тата 50 чей кашăкĕ посылка туса, ярса панă. Вăрçăн малтанхи 1,5 çулĕнче кăна Шăмăршă районĕн- чи ĕç çыннисем танксемпе самолетсем тума 1 миллион та 486 пин тенкĕ хăйсем перекетленĕ укçана панă.
Вĕсем Ленинграда хỹтĕленĕ
872 КУНА тăсăлнă блокадăна сирсе ывăтни Нева çинчи хулан этемлĕх хальччен курман паттăрлăхне çирĕплетсе панă. Хăрушă выçлăх та, шартлама сивĕ те, тăшман артиллерийĕ пĕр чарăнми персе тăни те, бомбăсем пăрахни те хулана хỹтĕлекенсемпе Ленинград çыннисен чăтăмлăхĕпе хăюлăхне çапса хуçайман, вĕсен паттăрлăхĕ Раççей историне Тăван çĕр-шыва чĕререн юратнин символĕ пулса кĕрсе юлнă.
Ленинграда хỹтĕлеме пирĕн Шăмăршă районĕн военкомачĕ урлă фронта илнĕ çынсем те йышлăн хутшăннă. Вĕсенчен 129-ĕшĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă, ентешсене хулари тата облаçри тĕрлĕ масара пытарнă.
Çĕр çуннă, юн юхнă ...
СТАЛИНГРАД çапăçăвĕ _ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чи пысăк тытăçусенчен пĕри. Çак хаяр çапăçу 1942-çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă та 1943-çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Сталинграда хỹтĕлеме Шăмăршă районĕнчен Хĕрлĕ Çара кайнă çынсем те хутшăннă, нумайăшне Тăван çĕр-шыв орденпа тата медальпе чысланă.
Шăмăршă ялĕнчен _ Михаил Сергеевич Белоусов, Петр Михайлович Соргин, Канаш паççулккинчен _ Иван Анисимович Макаров, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнчен _ Никандр Леонтьевич Кудряшов, Асанкасси ялĕнчен _ Николай Кирил- лович Укин, Патирекрен _ Николай Иванович Карсаков, Валиулла Ямалтдинович Сафиуллин, Пăчăрлă Пашьел ялĕнчен _ Николай Ефимович Можаев, Митрофан Яковлевич Сатеев, Васан ялĕнчен _ Никандр Егорович Поляков, Пуянкасси ялĕнчен Михаил Романович Андреев тата ытти ентеш нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ. Çулсем иртĕç, анчах Сталинград патĕнчи паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ, Раççей Çар мухтавĕн кунĕ пулса юлĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.